АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стратегилле проектсем – республикăна, района аталантармалли çул-йĕр

20 февраля 2010 г.

Районта йăлана кĕнĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Çĕнĕ çулта çак тĕллевпе пĕрремĕш хут пуçтарăнчĕç. Халăхпа тĕл пулса калаçма ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Ку хутĕнче Информаци кунне Чăваш Енĕн социаллă пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсене халалланă. Уйрăммăн илсен калаçу Раççей премьер-министрĕн Владимир Путинăн Шупашкарти ĕçлĕ çÿревĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, стратегилле проектсем, республикăна туса хунăранпа 90 çул çитнине хатĕрленсе ирттересси, кăçалхи тата 2011, 2012 çулсенчи бюджета пысăклатасси, çавăн пекех социаллă тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ проектсене укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен пычĕ.

Кун йĕркине лартнă ыйтăва вырăнта мĕнле пурнăçласа пынипе малтанах район пуçлăхĕ Н. Глухов паллаштарчĕ.

Раççей Правительствин пуçлăхĕ республикăна тăваттăмĕш хут килсе Чăваш Ен Президенчĕпе сехет çурă куçа-куçăн калаçни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн малтанах вăл республикăна, муниципалитетсене кирлĕ пек аталанма инвестицисем кĕртме май парать. Ку тĕлĕшпе илсен пирĕн районăн кăтартăвĕсем начар мар. Социаллă проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Тĕрлĕ шайран кĕрекен укçа-тенкĕпе усă курса урамсене электрификацилеççĕ, нумай хутлă çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ, ял хушшинчи урамсене тирпейлессипе, халăх патне таса шыв çитерессипе тимлеççĕ тата ытти те. Сакăр çул каялла районта çулталăкĕпе 12 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă пулсан, хальхи вăхăтра 30 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт хута каять. Çывăх вăхăтрах, Республика кунĕ тĕлне, район центрĕнчи чылай тăкăрлăксем, пĕчĕк çулсем тирпейленĕç. Сăкăтра çĕнĕ вăтам шкул тăвассипе, ял хушшинчи çулсене тирпейлессипе, Тутар Сăкăчĕпе Турханта электрификаци ыйтăвĕпе шанчăклах «пăр тапранни» те кăмăллă.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов Республика кунне «5Ç» паллăпа ирттерес тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсене тата çивĕчлетрĕ. Район центрĕнче те, унăн таврашĕнче те республика пĕлтерĕшлĕ мероприяти кăçал Пăлапа Юхма тăрăхĕнче çÿллĕ шайра кĕрлетĕр, кăмăллă ирттĕр, асра юлтăр тесен пурин те чылай тирпейленме тивĕ.

Кун йĕркинчи ыйтупа ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина пĕтĕмлетÿ турĕ. Вăл ытларах республикăна «симĕс регион», районсене «экологи тĕлĕшĕнчен таса территори» шая çитересси пирки каларĕ. ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. Скворцов ытти шухăшсемпе пĕрлех Республика кунĕнче Шăнкăртамра çĕнĕ ветеринари участокĕ уçассине асăнчĕ.

Информаци кунĕн иккĕмĕш пайĕнче ятарлă ушкăнсем вырăнсенче пулчĕç, халăхпа тĕл пулса вĕсене интереслентерекен ыйтусене сÿтсе яврĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика