20 февраля 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ çулран çул хыçа юлса пырать пулсан та вăрçă паттăрĕсен ячĕ-сумĕ халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Кăçал, акă, сумлă уява 65-мĕш хут паллă тăвăпăр. Çавна май çĕнтерÿçĕ-салтаксене «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çинче çĕнтернĕренпе 65 çул» медальпе чыслама палăртнă. Пирĕн районтан çак наградăна 2259 ветеран тивĕçĕ.
Нумаях пулмасть район пуçлăхĕ Н. Глухов Раççей Президенчĕ ячĕпе 17 паттăра юбилей медалĕпе чысланă май вĕсене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, пысăк хавхалану суннă. Ветерансене сумлă награда илнĕ ятпа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф. Майорова та саламланă, пурнăçра мĕн пур ыррине çеç суннă.
(Хамăр корр).