АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсем çунатлăччĕ. Анчах... Вăрçă хуçрĕ пирĕн кăмăла

20 февраля 2010 г.

1935 çулта Туçари 7 класс вĕренмелли шкултан вăтам шкул туса хунă. Чи малтан кунтан вĕренсе тухни çинчен калакан аттестата 18-ăн илнĕ. Вĕсенчен 9-не шăпа хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме паман. Хаяр вăрçăра кĕрешсе пуçне хунă. Ыттисем вара пурте тенĕ пекех хăйсен пурнăçне каярахпа ачасемпе çыхăнтарнă, вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

1941 çулхине вăтам шкултан 41 ача вĕренсе тухнă. Ун чухне кашни шкулта тенĕ пекех выпускниксем бала хатĕрленнĕ. Анчах уяр кунта аçа çапнă евĕр – вăрçă! Гитлерла Германи совет халăхĕ çине сĕмсĕррĕн тапăннă. Ĕнерхи вĕренекенсем тăванĕсемпе сыв пуллашса вăрçă хирне ăсаннă. Чылайăшĕ тăван яла каялла таврăнайман, вăрçă хирне выртса юлнă.

Паянхи тĕл пулăва Туçари вăтам шкулта шăпах вăрçăччен, вăрçă вăхăтĕнче, вăрçă хыççăн вĕренсе тухнисене халалларĕç. Вăрçăран таврăнайманнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, палăк патне гирлянда хучĕç. Вĕрентекенсен хорĕ «Не забывайте грозные года» юрă юрларĕ.

Кăçалхипе тĕл пулу 13-мĕш хут иртрĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем шăнкăрав панă хыççăн шкул директорĕ П. Шашкин шкулăн паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, уява чĕнсе йыхрав яма пулăшакансене тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех çак тĕл пулусене ирттерме пулăшакан спонсорсене асăнчĕ. Спонсорсем тенĕрен, шкула пулăшакансем чылай. Кăçал та пушă алăпа килмен вĕсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин библиотека валли «Патăрьел энциклопедийĕн» пуххине, ООО «Тойсинская» агрофирма ертÿçи Г. Рубцов пин тенкĕ укçа тата тонна çурă тырă, Ф. Карягин пин тенкĕ, 1958 çулта шкул пĕтернисем 700 тенкĕ, Л. Хитров – 500, Л. Софронова, И. Софронов, К. Викторов – 2000 тенкĕ укçан пачĕç.

Туçа шкулне 1973-1986 çулсенче ертсе пынă В. Тестов хăйĕн сăмахне «Çитмĕлех те çичĕ çĕр-шывра...» юрăпа пуçларĕ: «Вăрçă вăхăтĕнче пĕлÿ илме тиврĕ. Тепĕр икĕ эрнеренех пире вĕрентекен учитель вăрçă хирне тухса кайрĕ. «Ачасем, эпĕ сире паян юлашки вĕрентетĕп, ыран каятăп». Чăнах та тепĕр кунхине шкула килтĕмĕр, директор кĕрсе пире вĕрентме учитель çуккине пĕлтерчĕ. Тепĕр икĕ уйăхран çеç партăсем хушшине каялла таврăнтăмăр. Пире çамрăк хĕр вĕрентме пуçларĕ. Питĕ йывăрччĕ. Ирхине шкула, унтан хире васканă. 1943 çулхине выçлăх пулчĕ. Çиме çуккипе кайса ÿкекен пултăмăр. Чăтрăмăр, тÿсрĕмĕр, çĕнтертĕмĕр. Вăкăр та, лаша та кÿлме тиврĕ. Çав-çавах вăл вăхăтри вĕрентекенсем чунтан тăрăшнипе аслă пĕлÿ илсе çынна юрăхлă пулса ÿсрĕмĕр». Сăмахне учитель-ветеран каллех юрăпа вĕçлерĕ. «Сад янăрать сар кайăк сассипе...» шăрантарчĕ вăл. Шкула 5 пин тенкĕ укçа пачĕ. Ăшă сăмахсем нумай пулчĕç: «Вĕрентекенсем, чăннипех те, ачасемшĕн тăрăшаççĕ. Хаçатсенче те вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнатпăр, хамăр вĕренсе тухнă шкулпа мăнаçланатпăр. Шкул çумĕнче пурăннăран, куратăп, шкул çутисене каç пулсан та сÿнтермест», – терĕ А. Козлова. Н. Тинюкова выпускник та çакнах çирĕплетрĕ: «Пурнăçăма ачасене халалларăм. Сăкăтри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тăван шкулăм вара çаплипех асра. Шкулта ĕçленĕ чухне те Туçа шкулĕн çитĕнĕвĕсемпе интересленсе тăраттăм, паянхи кун та çаплах. Сцена çине тухакан ачасен тумĕсем еплерех тата. Паллах çакăнта вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Малашне те çакăн пек маттур пулăр». Хаяр вăрçă çулĕсене арçынсемпе тан утса тухнă П. Кузнецова пурне те ăнăçу, телей сунчĕ. Ачасене тăрăшса вĕренме пехиллерĕ. А. Павлов, Л. Софронова, Л. Хитров, И. Мулюков тата ыттисем те вĕрентекенсемпе ачасен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Вĕсем малашне те тăрăшса ĕçлеме, вĕренме хавхалану кÿчĕç.

Килейменнисем вара çырусем, телеграммăсем ярса саламлама та манман. Вĕсене уява ертсе пыракансем вуласа пачĕç.

Шкул директорĕ тĕл пулăва килнĕ ватăсене тав турĕ. Пухăннă укçапа ачасем валли тĕрлĕ костюмсем çĕлеме, олимпиадăсене, ăмăртусене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă çĕрте усă курма пулчĕ. Кăçал шкулпа сыв пуллашакан 11 «а» тата 11 «б» классем вальс çеммипе хăйсен çăлтăрне «çутрĕç».

Аса илÿ çăмхи сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ.

А. КУЗНЕЦОВА,

Туçари ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика