АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВРАЛĂХА ВАРАЛАТĂН – ТÿЛЕ

20 февраля 2010 г.

Йĕри-тавралăха начар витĕм кÿнĕшĕн саккунпа килĕшÿллĕн тÿлемелле. Çакă мĕнле пурнăçланса пынине районти прокуратура сăнаса тăрать. Çавна май район прокуратури Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕнчен тавралăха начар витĕм кÿнĕшĕн тÿлемен предприятисемпе организацисен списокне кварталсерен илсе тăрать.

2009 çулта район прокуратури çак сферăра саккуна пăснă 27 тĕслĕхе тупса палăртнă, 7 представлени ярса панă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн 6 çынна дисциплина енĕпе айăпланă, 10 предприяти ертÿçине асăрхаттару панă, 6 административлă ĕç пуçарнă, суда 4 тавăç тăратнă.

Тĕрĕсленĕ вăхăтра «Управляющая компания «Уют» тулли мар яваплă пĕрлешÿ хăйĕн производство ĕçĕпе тавралăха варалани, атмосферăна сиенлĕ япаласем кăларни палăрчĕ. Предприятин 2 единица автотехника. Вĕсем 2009 çулхи виççĕмĕш кварталта 1596 литр бензин пĕтернĕ, çав тапхăртах предприяти МН-3 маркăллă 5 килограмм электродпа усă курса сывлăша вараланă. Саккунпа килĕшÿллĕн предприятин çакăншăн тÿлемелле пулнă.

Тавралăха варалас шая хуçалăхлă е урăх ĕç тума палăртсанах хаклаççĕ. Кунта хуçалăх субъекчĕ организаципе право тĕлĕ-шĕнчен мĕнле харпăрлăхра тăни шута хурăнмасть.

Кÿнĕ сиеншĕн тÿлени çинчен хуçалăх субъекчĕ вырнаçнă территорири Ростехнадзор органне отчетлă квартал хыççăнхи уйăхăн 20-мĕшĕ тĕлне пĕлтермелле. Отчетлă тапхăр календарлă квартал шутланать.

Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕ пĕлтерĕвĕ тăрăх «Уют» директорĕ Ф. Урмаков пирки административлă ĕç пуçарнă, представлени тăратнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче сывлăша вараланă тĕслĕхсем «Колос» колхозра, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, 7-мĕш профучилищĕре, «Батыревское районное БТИ» предприятире, «Батыревская сельхозтехника» акционер пĕрлешĕвĕнче палăрнă. Вĕсен ертÿçисем пирки административлă ĕç пуçарнă, саккуна пăснине тÿрлетмелли çинчен представлени тăратнă, суда тавăçсем ярса панă.

Тавралăха вараласси мĕнле шайра тăнине прокуратура кăçал та тĕрĕслесех пырĕ.

В. ПУТЯКОВ,

район прокурорĕн

аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика