20 февраля 2010 г.
Выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби палăртнă плансене пурнăçа кĕртессине мала хутăмăр. Иртнĕ çул ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланипе чирсене сарăлма памарăмăр. Çавăнпа та пирĕн тăрăхра бруцеллез, туберкулез, çĕпĕр язви, урмăш чирĕ, сысна чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те тĕл пулмарĕç. Çакăн пек ерекен чирсене хирĕç кĕрешме пире ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ял хуçалăх предприяти ертÿçисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те пулăшать.
Эпир диагностикăпа профилактика ĕçне тĕпе хуратпăр тата мероприятисене те планпа палăртнă чухлĕ туса ирттерме тăрăшатпăр. Уйрăм хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлăран тухтăрсен ĕçĕсем те нумай. Уйрăмах çуллахи вăхăтра диагностика тишкерĕвĕсем, тĕрлĕ чиртен профилактика ĕçĕсем туса ирттермелле. Ку енĕпе Туçари ветеринари лечебници (заведующийĕ В. Быков), Аслă Чементи, Çĕньялти, Кзыл Чишмари, Хирти Пикшикри, Çĕнĕ Ах-пÿртри ветучастоксем (С. Михайлова, В. Ершова, Х. Хамматов, Г. Имадеев, Л. Перхиева) ăнăçлă вăй хунине палăртмалла.
Выльăхсен сывлăхĕ пĕр ветеринари службинчен кăна килмест. Чылай чухне вĕсене мĕнле условисенче усрани, апат-çимĕçе кирлĕ чухлĕ тата пахалăхлă çитерни, чир-чĕре фермăна лекмелле мар çирĕп условисем туса пани, мероприятисене вăхăтра туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх вилесси çултан çул чакса пырать. Çакăншăн сахал мар тăрăшатпăр. Ытларах пире выльăхсене вар-хырăм тата ÿпке чирĕсем хавшатни шухăшлаттарать. Çак сăлтава пула Ленин ячĕллĕ, «Тойсинская», «Югель» хуçалăхсенче пăрусемпе сысна çурисем вилесси ÿсрĕ. Çав вăхăтрах «Звезда», «Красное знамя», «Труд», «Хастар», «Малалла», «Батыревский», «Исток» хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварас тĕллевпе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Чир-чĕртен асăрханас тесе пĕтĕ ĕнесене, пушмак пăрусене, сысна амисене, çурасене прививка вăхăтра тумалла, зоогигиена ыйтăвĕсене пурнăçламалла, апат-çимĕçе нормăпа пăхнă чухлĕ çителĕклĕ, пахалăхлă çитермелле, эмел илме вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрмалла. Кĕмĕл çуккине сăлтава хурса хăш-пĕр хуçалăх биопрепаратсем, эмелсем туянмасть, çавăнпа та кирлĕ ĕçсене вăхăтра пурнăçлаймасть. Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем йăнăшсене тÿрлетес тесе кирлĕ пек тăрăшни сисĕнмест, çавăнпа та Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ветеринари çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн хытах асăрхаттарма тиврĕ.
Пĕлтĕр нумай хуçалăхсенче учреждени вăйĕпе витесене, тырă склачĕсене дезинфекци тунă тата ытти ĕçсене пурнăçланă.
Районти ветеринари служби системине икĕ ветеринари лечебници, вунă ветеринари участокĕ кĕрет. Коллективра пысăк пĕлÿллĕ, нумай ĕçлесе чылай опыт пухнă специалистсем йышлă. Учреждени администрацийĕ ветучастоксемпе ветлечебницăсен ĕç-хĕлне çăмăллатассишĕн те тăрăшать. Пĕлтĕр хамăр вăйпа Шăнкăртам ялĕнчи ветеринари участокĕн административлă çуртне кирпĕчрен купаласа, витсе хутăмăр. Кунта хальхи пурнăç ыйтнă ĕç условисем туса парса кăçал хута ярасшăн. Иртнĕ çул республикăри «Нива» вĕренÿ комбинатĕнче икĕ çын хăйĕн пĕлĕвне ÿстерчĕ, унсăр пуçне ултă специалист институтра куçăмсăр майпа вĕренет.
Учреждени Патăрьел ялĕнчен аякра вырнаçнине, çынсене çÿреме йывăррине кура хăш-пĕр ялти ветлечебницăсенче, ветучастоксенче (Туçа, Кзыл Чишма, Турхан) эмел сутмалли ятарлă аптека киоскĕсем ĕçлеççĕ. Килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх чирлес пулсан та кашни учрежденинчех васкавлă пулăшу пама çителĕклĕ эмел пур.
Çавăн пекех ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Первомайскинче, Хирти Пикшикре, Çĕнĕ Ахпÿртре, Кивĕ Катекре, Вăтаелĕнче, Кзыл Чишмара, Çĕньялта, Аслă Чементе, Упамсара ĕнесене, пушмак пăрусене йăхтармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Ку ĕçе кăçал Шăнкăртам ялĕнче туса пырасшăн. Нумай çынна ĕнесем пĕтĕленнĕ хыççăн Ял хуçалăх министерстви урлă субсиди илме кирлĕ хутсем хатĕрлесе панă.
Ветеринари ĕçченĕн яваплăхĕ пысăк, çавна май унăн прави те анлă. Вĕсен ĕçĕ обществăна питĕ кирлĕ, усăллă та пархатарлă. Хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырас тесе ветеринари учрежденийĕсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Пĕлтĕр малти вырăнсене Аслă Чементи, Туçари, Çĕньялти учрежденисем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене администраципе профком парнесем парса чысларĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕнчи ветеринари специалисчĕсем хăйсен ĕçĕсене мĕн май килнĕ таран тăрăшса туса пыраççĕ. Лайăх енĕпе уйрăмах «Хастар» хуçалăхри И. Кошкин ветврача, «Звезда» кооперативри Г. Щукина ветфельдшера, «Красное знамя» хуçалăхри А. Кудряшова тата ыттисене те палăртмалла.
П. ЕФИМОВ,
Патăрьел районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.