20 февраля 2010 г.
1979 çулхи çыравра тĕпрен улăштарнă çырав лисчĕпе усă курнă. Вăл пĕр вăхăтрах пуçламăш информацине ЭВМ çине кĕртмелли техника хатĕрĕ те шутланнă. Çавăн пекех хальхинче ĕлĕк усă курман «Çуртра пурăнакансен списокĕ» ятлă лист та пулнă. Çырав материалĕсене çĕр-шыври 29 шутлав центрĕнче магнит лентисем çине куçарнă, вĕсене вара СССР Тĕп статистика управленийĕн Тĕп шутлав центрĕнче тирпейлесе çитернĕ.
Çырав вăхăтĕнче вырăнта ялан пурăнакан халăха шута илнĕ. Программа 16 ыйтуран тăнă, икĕ тĕрлĕ çырав лисчĕпе усă курнă. Пĕрремĕшĕ, 2С текенскер, 11 ыйтуран тăнă. Ăна кашни çынран ыйтса тухнă. 3В (выборочная) формăна вара малтанхи 11 ыйту çумне тата пиллĕк хушнă. Ăна халăхăн 25 процентне (кашни 4-мĕш çуртра) ыйтса тухнă.
Çыравăн тĕп итогĕсене 1979 çул вĕçне хатĕрлесе çитернĕ. 1981 çулта вара мĕн пур программăна вĕçленĕ.
Программа сарăлнине те палăртса хăвармалла. Вăл 25 ыйтуран тăнă.
Çырав материалĕсене туллин тата пур енлĕн пуçтарнине тĕрĕслемелли контрольлĕ мероприятисене 1979 çулхи пекех йĕркеленĕ.
Çырав материалĕсене туллин 1990 çул вĕçне тирпейлесе çитернĕ.
Г. АФАНАСЬЕВ, районти çырав уполномоченнăйĕ.