20 февраля 2010 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта спорта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пулас ăру сывлăхлă та тĕреклĕ ÿстĕр тесе нумай вăй хураççĕ кунта. Тĕрлĕ спорт секцийĕ ăнăçлă ĕçлет. Вĕсене çÿрекенсем шкулти, районти, республикăпа Раççей шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн шкултан хăйсен ăсталăхне Шупашкар хулинчи Олимп резервĕсен училищинче туптакансем те пур.
Йывăр атлетика та ăнăçлă аталанса пырать. Унта çÿрекен 9-мĕш класра вĕренекен Майя Камасовăнах илер. Çак сăпайлă хĕрача штанга йăтать тесе каласан, никам та ĕненмĕ.
«Мана секцине А. Давыдов явăçтарчĕ. Вăлах малтанхи тренер», – тет Майя. Саранск хулинче вĕренекенсен IV спартакиадинче Майя 3-мĕш вырăн йышăнса диплом илме тивĕçлĕ пулнă.
2010 çула та М. Камасова ăнăçлă пуçларĕ. Шупашкар хулинче ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Малашне те çамрăк хĕрĕн спортри утăмĕсем ăнăçлă пуласса шансах тăрас килет.
А. ФИЛИППОВА.