АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕ

27 февраля 2010 г.

Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем парламентăн кăçалхи пĕрремĕш (пĕтĕмĕшле – çирĕм улттăмĕш) сессине пухăнчĕç. М.А. Михайловский спикер сесси кун йĕркинчи ыйтусене тишкерсе тухса сасăлама тытăниччен республикăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Сессин кун йĕркине 18 ыйту кĕртнĕ. Депутатсем чи малтанах тĕп ыйтăва – «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне – сÿтсе яврĕç.

Республика бюджечĕн параметрĕсем улшăннипе социаллă культура мероприятийĕсем ирттерме малтан палăртнă сумма çумне тата 714,4 млн. тенкĕ уйăраççĕ.

Халăха социаллă хÿтлĕх пама саккунра çĕнĕ мерăсем палăртнă. Çав тĕллевпе 318,9 млн. тенкĕ уйăраççĕ.

Хушма укçапа общество инфратытăмне аталантарма, вăл шутран Чăваш Ен Президенчĕн ялсенчи çĕнĕ урамсене электричество кĕртессине хăвăртлатасси çинчен калакан хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак тĕллевпе – 340 млн. физкультурăпа спорт комплексĕсем, ытти спорт объекчĕсем тума – 112 млн., çул-йĕр хывма – 83,9 млн., онкологи диспансерĕн çĕнĕ çуртне çĕклеме – 65,9 млн., муниципалитетăн инженери тытăмне аталантарма (кунта сăмах Патăрьелпе Тăвай районĕнчи объектсем пирки пырать), асăннă районсенчи вĕренÿ учрежденийĕсен çĕнĕ çур-чĕсене тума – 92,9 млн. уйăрĕç.

Н.В. Смирнов министр депутатсен чылай ыйтăвне туллин хуравланă хыççăн М.А. Михайловский спикер саккун проектне сасăласа йышăнма сĕнчĕ. Сессие хутшăннă 39 депутатран виççĕшĕ кăна тытăнса тăчĕ.

Кĕскен калас тăк тупăшпа тăкак сумми 4466064,2 пин тенкĕ пулĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, обязательнăй медицина страхованийĕ валли кăçал 4207528,7 пин тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 26,9 процент ытларах уйăрĕç.

Кун йĕркинчи ытти ыйту пирки калас тăк – тĕпрен илсен вĕсем республикăри хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕ полномочисемпе тивĕçтересси, «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси» саккун проектне сÿтсе явса йышăнасси, административлă йĕркене пăснăшăн явап тыттарасси, патшалăх служби çинчен калакан саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен пулчĕç.

(«Хыпар»).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика