АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр: Президент стипендиачĕ

27 февраля 2010 г.

Аслă Чементи вăтам шкулăн вунпĕрмĕш класĕнче вĕренет Е. Кошелева (ÿкерчĕкре). Пĕлĕвне «4» тата «5» паллăсемпе хаклаççĕ. Килти ĕçе вĕренмесĕр шкула пынине курман ăна. Акăлчан чĕлхипе обществознанине уйрăмах юратать Женя.

Интересĕсем тĕрлĕ енлĕ унăн. Ташлама ăста. Спортпа туслă. Ÿкерме юратать. Районти, республикăри конкурссен çĕнтерÿçи. Çулленех «Чĕвĕлти чĕкеç», «Британский бульдог» конкурссенче, çамрăксен акăлчан чĕлхипе биологи чемпионачĕсенче палăрать. Шкул ачин йышлă диплом, Хисеп хучĕ пулнинче тĕлĕнмелĕх пурах. Вĕсене олимпиадăсемсĕр пуçне «Анне чĕри» сочиненишĕн, «Симĕс планета» экологи форумĕшĕн, «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» конференцишĕн тата ыттисемшĕн те панă.

Çамрăксен проблемисем интереслентереççĕ Женьăна. Çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пыма шкул саккинченех явăçтăр тесе тăрăшать вăл. Мероприятисене ыттисене те явăçтарма майне тупатех. Женя шкулăн шашка, теннис, баскетбол енĕпе пĕрлештернĕ командинче. Иртнĕ çул Женя районти «Чăваш пики» конкурсра çĕнтерчĕ.

Женя «Надежда» пĕрлештернĕ отряд командирĕн членĕ. Çуллахи вăхăтра та ахаль лармаççĕ ачасем. Урам концерчĕсем лартаççĕ. Çавна май ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тавне миçе хутчен илтмен-ши.

Шкул коллективĕ Женьăн малашлăхĕ пуррине кура, Президент стипендийĕ илме тивĕçлине палăртрĕ. А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика