АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурентсем нумай, ĕçлемелли чылай

27 февраля 2010 г.

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи райпо уполномоченнăйĕсен пухăвĕ иртрĕ, унта 2009 çула мĕнле вĕçленине пăхса тухрĕç. Пухăва район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова хутшăнчĕç. 2009 çулта мĕнле ĕçлесе пыни пирки райпо канашĕн председателĕ П. Перепелкин каласа пачĕ.

Райпо район халăхĕн 63 процентне тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Пурĕ ку системăра 437 çын вăй хурать, вăтам шалу 6 пин те 110 тенкĕпе танлашнă.

Хальхи вăхăтра райпон 81 лавкка, 15 обществăлла апатлану предприятийĕ, 6 йышăнупа хатĕрлев пункчĕ, колбаса изделийĕсем хатĕрлекен, пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен цех, çĕвĕ цехĕ, виçĕ аптека пункчĕ пур. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăш пĕлтĕр 231 миллион та 729 пин тен-кĕпе танлашнă, ку вăл маларахри çултинчен 11 миллион тенкĕ сахалрах. Тавар укçа пулса çаврăнса кĕресси вăтамран 59 кунта пулса пырать, лавккасенче туянмасăр выртакан япаласем нумай. Ялсенче, район центрĕнче предпринимательсем лавккасем уçни те тавар сутăнассине пысăк витĕм кÿрет.

Обществăлла апатлану отраслĕшĕн те 2009 çул çăмăлах килмен. Çулталăк тăршшĕпе 19 миллион та 248 пин тенкĕ тупăш кĕртнĕ, 2008 çулхинчен пĕр миллион та 250 пин тенкĕ чакнă.

Ял хуçалăхне аталантарас тата туса илнĕ продукцине йышăнса вырнаçтарассипе те тимлет райпо. Шел пулин те, кăтартусем кунта та савăнтармаççĕ. Палăртнă тĕллевсенчен пĕлтĕр чылайăшĕ пурнăçланман: ял хуçалăх продукцине 25 миллион та 109 пин тенкĕлĕх кăна хатĕрленĕ. Халăхран сĕт туянасси 760 тонна чакнă.

2010 çулта ку ыйтупа ытларах ĕçлемелли пирки каларĕ П. Перепелкин. Суту-илÿ предприятийĕсенче хывăх, аш-какай, сĕт тата ытти продукцисене сутассине йĕркелемеллине палăртрĕ.

Юлашки çулсенче райпо промышленноçа аталантарассине сахал мар тимлĕх уйăрать. Çăкăр заводĕнче газпа пĕçерекен кăмакасемпе усă кураççĕ. Пĕлтĕр çăкăра тата ытти изделисене чĕркекен машина, сийлĕ чустана саракан машина тата ытти хатĕрсем туяннă.

2009 çулта планпа 24 миллион тенкĕлĕх çăкăр тата çăкăр издели-йĕсем, пылак çимĕçсем, пулă сутмалла пулнă, кăтарту 23 миллион та 317 пин тенкĕпе танлашнă.

Кăçал районта Республика кунĕ иртмелле, çавна май лавккасене юсасси тĕп вырăнта тăрать. Патăрьелĕнчи универмага, «Сельхозпродукты», «Пучах» лавккасене, «Нива» ресторана çĕнĕ сăн кĕртме палăртнă.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов та уполномоченнăйсен пухăвĕнче сăмах илчĕ. Вăл халăх ыйтакан таварсемпе ытларах ĕçлемеллине, çурма фабрикатсене ют çĕртен туяниччен вырăнта хатĕрлесе сутмаллине, сутуçăсен культурине, квалификацине ÿстермеллине каларĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика