03 марта 2010 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче чăн малтанах Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине, Республика кунне ăнăçлă тата çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес пирки калаçнă, çак тĕллевпе ку таранччен пурнăçланă ĕçсене пăхса тухнă.
Çуркуннехи уйăх пуçланчĕ пулин те çанталăк çирĕп тăрать-ха. Çавăнпа та канашлура хĕллехи хутмалли сезона ăнăçлă ирттерсе ярас, ака-суха ĕçне хатĕрленессине вăйлатас ыйтусене те çивĕчлетнĕ.