03 марта 2010 г.
Патăрьел районĕнче Республика кунне ирттерес ыйтупа черетлĕ канашлу иртнĕ.
Унта Чăваш Республикин Хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕн çумĕ А. Лепилин, министерствăн автомобиль çулĕсен управленийĕн ертÿçи В. Атрохов, «Чăваш-автодор» УАОн гендиректорĕн çумĕ М. Ерзутов, «Чулхула-Уфа» автоçул управленийĕн тĕп инженерĕ Н. Мясников, «Жилремстрой» предприяти директорĕн çумĕ Н. Ярушин, «Спецстройкоммуникации» пĕрлешÿ директорĕ В. Миронов, подрядлă строительство организацийĕсен ертÿçисем, Патăрьел, Шăнкăртам, Тăрăн, Ыхра Çырми ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Канашлăва район пуçлахĕ Н. Глухов ертсе пынă.
Канашлура «Патăрьелне шывпа тивĕçтересси», «Патăрьелĕнчи 600 кубометрлă тасатакан сооружени» объектсенче ĕçсем мĕнле пынине сÿтсе явнă. Çавăн пекех Патăрьелĕнче çĕнĕрен тумалли 15 хваттерлĕ тепĕр çурт, 24 хваттерлĕ çурт тăвасси, ытти объектсенче ĕçсем мĕнле шайра пулнине те пăхса тухнă.
«Калинино – Патăрьел – Елчĕк», «Çĕрпÿ – Ульяновск», вырăнти автоçулсенче юсав ĕçĕсем тăвасси, электролинисене çĕнетесси, ялсене, çул хĕррисене тирпей-илем кĕртесси пирки те çивĕч калаçу пулнă.
Малашне Республика кунне уявлассипе çыхăннă канашлусене вырăна – объектсене тухса ирттерме йышăннă.
(Хамăр корр.).