03 марта 2010 г.
Шăматкун Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Олимп» стадионра йăлана кĕнĕ Сывлăх кунĕ пулнă. Унта ял поселенийĕсен, райадминистраци пайĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен командисем йĕлтĕр эстафетинче ăмăртнă.
Сывлăх кунне хутшăнакансене ра-йон пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В. Осипов тата ыттисем те саламланă, ăнăçлă ăмăртма ырă суннă.
Ял поселенийĕсен ушкăнĕнче Нăрваш Шăхальсем çĕнтернĕ. Аслă Чеменсем – иккĕмĕш, Первомайскисем виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Хăйсен ушкăнĕсенче призлă вырăнсене Первомайскинчи «Шуçăм», Алманчăри «Василек», Çĕнĕ Ах-пÿртри ача сачĕсем, Упамсари шкул-сад команди 1-мĕш, Татмăшри шкул-сад – 2-мĕш, социаллă хÿтлĕх центрĕн команди 3-мĕш, Патăрьел райповĕн команди 1-мĕш, «Паттăр» ФСК – 2-мĕш, Патăрьел райбольницин команди 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Шăхачпа Первомайски шкулĕсен командисем – 1-мĕш, Кивĕ Ахпÿртпе Турхан шкулĕсен командисем – 2-мĕш, Кзыл Чишмапа Шăнкăртамри 1-мĕш шкулсен командисем 3-мĕш вырăна тухнă.
Вĕсене пурне те Дипломсемпе, парнесемпе чысланă. Спорт пурнăçне хастар хутшăннăшăн Патăрьелĕнчи БТИ команди те наградăна тивĕçнĕ.
А. АЛЕКСЕЕВ.