03 марта 2010 г.
Чăваш Ишекĕнчи Пĕлÿ çуртĕнчи Вĕренÿпе воспитанири инноваци технологийĕсен наука-вĕренÿ центрĕнче «Патăрьел районĕнче нацин «Пирĕн çĕнĕ шкул» вĕрентÿ пуçарăвне пурнăçласси» темăпа çавра сĕтел ирттернĕ. Унта район тата республика шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕ талантлă тата пултаруллă çамрăксемпе вĕренекенсем Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕпе Л. Кураков академикпа, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе В. Осиповпа, Наука-вĕрентÿ центрĕн директорĕпе Л. Лялина профессорпа тĕл пулнă, вĕсем тунă паха докладсене итленĕ.
Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕ ЧПУн Патăрьел филиалĕн аграри экономикин кафедра çуртĕнче тăсăлнă. Кунта «Вĕрентĕве интеграцилени: аслă шкулсемпе шкулсем килĕштерсе ĕçлессин проблемисем» темăпа ĕçлĕ калаçу пулнă.
Çак мероприятирен Чăваш патшалăх университечĕ талантлă çамрăксене çул парас тĕллевпе палăртнă Программа пурнăçа кĕме тытăннă.
(Хамăр корр.).