АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ринат Гайнетдинов юрăçа асăнса

03 марта 2010 г.

Вырсарникун Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Хирти Пикшикри Ринат Гайнетдинов юрăç, композитор вилнĕренпе виçĕ çул çитнине асăнса унăн творчествипе, пурнăçĕпе çыхăннă юрă фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ Ф. Абитов культура ĕçченĕ. Унта Тутар республикинчен килнĕ паллă артистсем те йышлăн хутшăннă.

Фестивале ертсе пыракан Д. Салаховăпа Р. Атаказов юрăçăн амăшĕпе, тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе çак хуйха пĕрле пайланине пĕлтерсе чуна хурлантаракан сăмахсем каланă, Ринат Гайнетдинов юррисене итлеттернĕ.

«Пурăнмалла та пурăнмалла» ятпа иртнĕ фестивальте районти паллă сцена ăстине халалланă юрăсем те нумай янăранă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика