АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул: «Тĕнсен культурипе тĕнпе çыхăнман этика никĕсĕсем» курс

03 марта 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2009 çулхи августăн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕр-шыври 19 регионта 2009-2011 çулсенче сăнав шайĕнче вĕренÿ программине «Тĕнсен культурипе тĕнпе çыхăнман этика никĕсĕсем» курс кĕртме палăртнă. Асăннă курса 4-мĕш класра вĕренекенсем 2010 çулта тăваттăмĕш чĕрĕкре вĕренме пуçлаççĕ. Курс пурĕ 34 урокран тăрать: 4-мĕш класра – 17 сехет, 5-мĕш класра – 17 сехет. Тăваттăмĕшсем хăйсен пĕлĕвне çуллахи каникул хыççăн пиллĕкмĕшĕнче малалла тăсаççĕ.

«Тĕнсен культурипе тĕнпе çыхăнман этика ни-кĕсĕсем» курса тăваттăмĕшсене кĕçĕн класри учительсемех вĕрентеççĕ. Пиллĕкмĕшсен вара филолог е историпе обществоведени предмечĕсене ертсе пыракан учитель пулмалла. Çак курса шкулта вĕрентме пуçличчен ачан ашшĕ-амăшĕн ыйту (заявлени) çырмалла. Заявленире хăш модуле суйланине кăтартмалла. Патăрьел районĕнче ку ĕçе туса ирттернĕ ĕнтĕ. 530 вĕренекен ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕпе кашниех модуле суйласа илчĕç. Районĕпе пирĕн ачасем тăватă модуле вĕренĕç: православипе ислам культурисене, тĕнчери тĕнсен культурине тата этикăна.

Предмета вĕрентнĕ чухне çакна пĕлмелле: пĕрремĕшĕнчен, ку вăл тĕне вĕрентесси мар, тĕрлĕ халăхăн тĕн культурипе паллаштарасси. Иккĕмĕшĕнчен, çĕнĕ курсри пĕтĕм модуль содержанийĕ пĕр тĕллев пулмалла – пулас Раççей гражданинне наци йăли-йĕркине пăхăнса тĕрĕс воспитани парасси. Виççĕмĕшĕнчен, кашни модуль халăха кирлĕ çак енсене пĕрлештерсе тăрать: Тăван çĕр-шыв, çемье, халăхăн культура йăлисем (православи, ислам тата ытти те). Тăваттăмĕшĕнчен, çĕнĕ предмета йĕркеленĕ чухне çакна та шута илнĕ: шкул ачи пĕр-пĕр уйрăм модуле вĕреннĕ чухне ыттисем çинчен те пĕлме пултарать.

Предмет тĕллевĕсене çапларах палăртма пулать: тĕрлĕ тĕн культурипе паллашасси, нацин ламран лама, йăхран йăха куçса пыракан йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет ыйтăвĕсене тишкересси, çемьери пĕтĕм ырă йăла-йĕркене упраса-сыхласа хăварасси. Шкул ачисем вĕрентекенпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурнăçра тĕл пулакан, пăшăрхантаракан ыйтусене хускатĕç.

Мĕншĕн çак ÿсĕмри ачасене вĕрентме палăртаççĕ-ха; Психологсем каланă тăрăх, шкул ачисен аталанăвĕнчи чи йывăр тапхăр шăпах вунă-вун пĕр çулсенче пулать. Çак вăхăтра ачан ÿсĕмпе вĕренÿ кризисне чăтса ирттермелле. Унпа пĕрлех ача ăнланăвĕпе тавра курăмне тулашран килекен информаци те начар витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа та шăпах ку ÿсĕме суйланă та ĕнтĕ.

Кашни çын нимĕнле тĕн витĕмĕсĕрех кăмăл-сипетпе çыхăннă халалсене пĕлет: ан вĕлер, ан вăрла, ан суй, усала асра тытса ан çÿре, çывăх çынна хăвна юратнă пек юрат, чухăнсене пулăш, вăйсăррине хÿтĕле, чунсăр ан пул. Çемьере çак енсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем çапла пулччăр тесе тăрăшмасть-и-ха вара; Кашни ачан ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăлĕ-хĕрĕ тирпейлĕ те ĕçчен, сăпайлă та ăслă, çын хушшинче йĕркеллĕ те таса чунлă, ырă кăмăл-сипетлĕ пултăр тесе тăрăшать.

«Основы религиозных культур и светской этики» курса вĕрентме пособисемпе методика кăтартăвĕсем çырса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсене çитереççĕ. Ашшĕ-амăшĕн заявленийĕпе килĕшÿллĕн кашни ача уйрăм кĕнеке илет. Шкул ачи пĕр кĕнекепех тăваттăмĕш класра та, пиллĕкмĕшĕнче те вĕренет. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ валли те ăнлантарса çырнă кĕнеке кăларма палăртнă. Учительсем методика пособийĕсем илĕç.

Е. ПЕРЕПЕЛКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика