03 марта 2010 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2009 çула пĕтĕмĕлетес ĕç малалла пырать, нумай пулмасть «Звезда» хуçалăхра пуху иртрĕ.
«Звезда» кооператив районта тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри.
Анат Туçасем 2009 çула 623 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Патшалăх паракан пулăшусемпе пĕрле шутласан 2 миллион та 231 пин тенкĕпе танлашнă. Туса илекен продукци йÿнни, çав вăхăтрах хăйхаклăхĕ пысăкки, минераллă удобренисем, гербицидсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакли ял хуçалăх предприятийĕн бюджетĕнче сисмеллех палăрать. Йывăрлăха кĕрсе ÿкес мар тесе май пур таран лайăхрах ĕçлеме тăрăшаççĕ «Звезда» кооперативра.
Пĕлтĕр çанталăк типĕрех килчĕ пулсан та хуçалăхра тĕш тырă кашни гектартан 30 центнер пухса кĕртнĕ. Минераллă удобренисемпе пĕрчĕллĕ культурăсене апатлантарма, гербицидсем сапса çум курăка хирĕç кĕрешме май тупнă.
Çĕр улми те гектартан 211 центнер тухнă, унăн вăрлăхне пĕлтĕр çĕнетнĕ. Тухăç ытларах та пулма пултарнă, технологине пăхăнманни «ура» хунă.
Çуркуннене хатĕрленсе хуçалăхра 20 тонна удобрени туяннă, иртнĕ çул 1524 тонна тислĕк кăларнă. Çавăн пекех вăрлăхсене тасатма, çĕнетме, техникăна юсассине те тимлĕх уйăрнă. Пурне те вăхăтра тумасан кая юлма та пулать. Анат Туçасем вара хăйсен çĕрне кăна мар, «Родник» хуçалăхăнне те арендăна илнине сухаласа, акса тăраççĕ.
Экономика тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, «Звезда» хуçалăхра сысна 950 пуç, вĕсенчен тĕп ама – 30, тĕрĕслемелли – 30. Çулталăк тăршшĕпе 1134 пуç çура илнĕ. Ăратлă сыснасемпе ĕçленĕрен 149 пуç ытти хуçалăхсене сутнă.
Ĕнесен йышĕ те сахал мар: 362 пуç. Вăл шутран сăвăнаканни 132 пуç, 150 çитерме палăртнă. Патшалăха сĕт 689 тонна сутнă. Пĕр ĕне пуçне 5557 килограмм сĕт суса илнĕ.
Пухура выльăхсен ÿт хушаслăхне ытларах ÿстермелли пирки те асăнчĕç. Кăтарту районта лайăххисенчен пĕри пулсан та тупăшлăрах ĕçлеме май пуррине палăртрĕç.
Чылай хуçалăхри пекех «Звезда» кооперативра вăй хуракансене те витесем кивелни, çавна май ĕçлеме йывăрланса пыни пăшăрхантарать. Çĕннисене тума хальхи саманара пĕрре те çăмăл мар, ирĕксĕрех мĕн пуррисене юсаса пурăнма тивет. 2010 çулта ĕнесене пăрулаттармалли уйрăма реконструкцилесси, лаша витине юсаса самăртмалли ĕне-выльăха унта куçарасси пирки сăмах пуçарчĕç.
Паян ял хуçалăх предприятийĕсенчен чылайăшне пăшăрхантаракан кадр ыйтăвĕ «Звезда» кооператившăн та ют мар. Трактористсем çитменнипе «хурçă утсем» пушă лараççĕ, конюхра ĕçлеме килĕшекен çуккипе лашасен шутне чакарнă. Халĕ кунта вĕлле хурчĕсене пăхакан çын кирлĕ. Хуçалăхра шалу та пĕчĕк мар, вăтамран 8768 тенкĕ илеççĕ ĕçлекенсем. Тÿлевпе кашни уйăхрах татăлаççĕ. Ял ватăлса пыни, çамрăксем сахалли сисĕнет. Пуррисем те ĕçе тухмаççĕ, е урăх çĕре вăй хума çÿреççĕ.
Пухура сăнав совечĕн отчетне унăн председателĕ Г. Кошкин туса пачĕ. Хуçалăхри çитменлĕхсене, ырă енсене палăртрĕ. Çавăн пекех В. Плешков тĕп агроном, В. Щукина тĕп зоотехник, Ю. Рыбаков тĕп инженер, Н. Торговцева тĕп бухгалтер тухса калаçрĕç.
Район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайăн тĕп зоотехникĕ Г. Салмина сăмах илчĕ. Вăл районĕпе суса илекен сĕтĕн 10 процентне «Звезда» кооперативра туса илнине, ку енĕпе иккĕмĕш вырăнта пынине каларĕ. Çавăн пекех кашни 100 гектар пуçне аш-какай туса илессипе пĕрремĕш пынине пĕлтерчĕ.
Пуху вĕçленсе пынă май лайăх ĕçлекенсене, тивĕçлĕ канăва кайнисене палăртрĕç, парнесем пачĕç. О. ПАВЛОВА.