АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăлĕсем çĕнтерчĕç

03 марта 2010 г.

Çирĕплетнĕ йĕркене пурнăçламалли иккĕмĕш услови вăл – ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те сывă çынсем пăхса ÿстересси тесе палăртнăччĕ Республика Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп пăхса ÿстерес ĕçре, паллах, спортпа çывăх пулни пысăк вырăн йышăнать. Ÿссе çи-тĕнекен çамрăк ăрăва унта явăçтарма вара Кивĕ Ахпÿртре педагогика коллективĕ çеç мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те сахал мар тăрăшать. Хĕллехи пушă каçсенче кĕçĕннисемпе аслисем шкул спортзалне пухăнаççĕ. Ку хутĕнче вара ашшĕсемпе ачисем хушшинче волейболла выляса ăмăртрĕç. В. Белков, Н. Капитонов икшер, А. Кошкин, Н. Сеприханов, А. Павлов ывăлĕсемпе вăййа хутшăнчĕç. Çулсем иртни тунсăх кÿмест пулин те çамрăксем ашшĕсенчен вăр-вартарах пулчĕç. Аслă ăру вĕсене выляса ячĕ.

А. КАПИТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика