03 марта 2010 г.
Чун тÿсеймен енне çыратăп çак хыпара. Кашни çулах ялсенче газ плитисемпе кăмакасене техника тĕрĕслевĕ туса каяççĕ. Хакĕсем вара хăмпă пек хăпараççĕ. Иртнĕ çул çак ĕçсемшĕн 322 тенкĕ тÿленĕччĕ, кăçал вара 539 тенке çитнĕ. Çулталăкра пулăшу хакĕ 67,2 процент ÿснĕ. Çакăншăн, паллах, ĕçлекен слесарĕ айăплă мар, çапах та халăхран çапла кулни тарăхтарать. Ĕç укçи ун пек ÿсмест-çке.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан манăн килте урăх газ кăмаки лартман. Плити те çавах, форсункисем те ÿсмен. Слесарĕ те çав ĕç хатĕрĕсемпех ĕçлет, пĕри те ылтăнран мар. Апла пулсан Патăрьелĕнчи газ участокĕ мĕне пăхса ÿстернĕ-ши хаксене; Слесарь çур сехет ĕçленĕшĕн камăн çавăн чухлĕ укçа кăларса хурас килтĕр-ха; Кирек мĕнле çăмăллăхшăн та халăха тивĕçтерекен виçе пулмалла пулĕ ĕнтĕ вăл;
Василий ТИХОНОВ. Ишлĕ ялĕ.