03 марта 2010 г.
Патăрьел – республикăри ÿсĕм çулĕпе аталанса пыракан район центрĕсенчен пĕри.
Кунта çулсерен çĕнĕ çуртсем ÿссе лараççĕ. Ялăн тĕп урамĕнче çĕнĕ шкул, библиотека, банк çурчĕ, тĕрлĕ кермен, суту-илÿ центрĕсем хута кайрĕç. Кунтах Державнăй Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ çурчĕ аякранах илемлĕн çуталса ларать.
Кермен евĕр çуртсем хушшинче йывăçран тунă икĕ хутли мĕскĕннĕн курăнать. Хăй вăхăтĕнче вăл район центрĕнче лайăххисенчен пĕри шутланнă.
Çак çуртра виçĕ çул каялла шкул-интернат вырнаçнăччĕ, халĕ вăл ĕçлемест. Çурт историйĕ вара питех те пуян. 1928 çулта çак çурта туса ларт-нă та унта учительсем хатĕрлекен училище ĕçлеме тытăннă. Кунта хăйсен ĕçне тĕплĕн пĕлекен, хĕрÿ чĕреллĕ çынсем вăй хунă. Педучилище ячĕ, чапĕ, сумĕ Хырла, Пăла, Кĕтне, Çавал шывĕсем тăрăх вырнаçнă ялсенче çеç мар, Чĕмпĕр, Самар хулисем таранах сарăлнă. Вăл 1954 çулччен ĕçленĕ, унтан 2060 учитель вĕренсе тухнă. Каярахпа вĕсенчен чылайăшĕ ученăйсем, поэт-писательсем, врачсем, çар çыннисем пулса тăнă.
Халĕ пушă ларакан педучилище çурчĕ умĕпе иртсе пыракан тарăн шухăша каять.
Кивелнĕ стенисем çинче пилĕк асăну хăми упранать тата миçе-миçе асăну хăмине тивĕçнĕ-ши çак сăваплă çурт;! Мĕн чухлех асра упранакан училищĕн ырă тĕслĕхĕсем!;
Çак çурт нумай çул пирĕн тăрăхра пĕлÿлĕх, культура вучахĕ шутланнă. Кунта вĕри чĕреллĕ чăваш поэчĕ Ухсай Яккăвĕ (1937-1938 çулсенче) ĕçленĕ. Унăн нумай илемлĕ сăвă йĕркисем çак çуртра шăрçаланнă. Кунтах Тăван çĕр-шывăн вăрçă паттăрĕсем: Совет Союзĕн Геройĕ Петр Сергеевич Юхвитов, Иван Смирнов пулеметчик, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, Патăрьел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Порфирьевич Табаков (1936-1939 çулсенче), республикăри спортпа физкультура аталанăвне чĕртсе яракансенчен пĕри – А. Улангин (1946-1950 çулсенче) пĕлÿ пухнă.
Сăваплă педучилище çуртне, унăн историне манăçа хăварас марччĕ.
Районти вĕрентÿ пайĕ республикăри культура министерствине Патăрьелĕнчи педучилище çуртне истори палăкĕсен шутне кĕртес пирки ыйтупа тухни питех те вырăнлă пулнă пулĕччĕ. 2010 çул – Па-тăрьелсемшĕн паллă çул. Район Республика уявне ирттерме хатĕрленет. Сăваплă педучилище çуртне тирпейпе илем çитĕ. Район центрне пухăннă хăнасем уявра пед-училище çурчĕ умне те чечек кăшăлĕсем хурасса шанас килет.
Н. БОГДАНОВ.
Елчĕк районĕ.