АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĕЛЕ ĂСАТРĕç, ВĕРЕНТЕКЕН çУЛНЕ ПУçЛАРĕç

03 марта 2010 г.

Анат Тăрмăшри шкул-ача сачĕн коллективĕ Вĕрентекен çулталăкне халалланă мероприяти ял халăхĕшĕн чăннипех те асра юлмалла иртрĕ. Хĕле ăсатмалли кунпа пĕр килни, çанталăкĕ хĕвеллĕ те янкăр пулни ватти-вĕттине пурне те урамалла йыхăрчĕ курăнать. Культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ хаваслă вăйă-кулăпа хĕле ăсатрĕç. Пухăннă халăха А. Александровăпа С. Шагарова вĕри икерчĕпе, пылак чейпе сăйларĕç.

Вĕрентекен çулталăкне халалланă концертра Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Петров сăмах илчĕ, çамрăк ăрăва пурнăç çулĕпе тикĕссĕн утма хатĕрлекенсен ĕçне ырларĕ. Шкул ялшăн чăннипех те хĕм парса тăракан вучах пулнине палăртрĕ.

Шкул директорĕ Н. Еремеев кашни ветеранах хушаматран аса илчĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕсене вырăна хучĕ. В. Карзакова «Ман телей курасчĕ», В. Осипов «Ылтăнпала ылтăн ылмаштармаççĕ», С. Алексеева «Асамат», С. Ершов «На зарядку» шăрантарнă юрăсем тата ыттисем те куракансен кăмăлне кайрĕç.

Учительсемпе шкул ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ «Юратнă учитель», «Шурă çÿçлĕ салтак ветеран», хĕрарăмсен ушкăнĕ юрланă «Белым снегом», «Ăçта-ши вăл куккукĕ» те тыткăнларĕç куракансене. Арçынсен ушкăнĕ Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа юрланă салтак юррисем, шкул директорĕ ташланă «Ватăла пĕлмен матроссен ташши» тăвăллăн алă çупма хистерĕ.

«Шкулĕ пĕчĕк пулин те – усси пысăк» тесе пĕтĕмлетрĕ мероприятие Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Ершов. Л. ФОМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика