06 марта 2010 г.
Чăваш Республикинчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн Патăрьел районĕнчи территори представителĕ пулма Патăрьел ял поселенийĕн депутатне Дильбер Зардыновна Гайнуллинăна уйăрса лартнă.
Вăл ачасен çак прависене хÿтĕлессишĕн яваплă:
– пурнăç тата сывлăх;
– вĕренÿ;
– социаллă пулăшу;
– çемьери пурнăç тата воспитани.
Ачасене алă хурасран, мĕскĕнлентересрен, хĕсĕрлесрен хÿтĕлессине тимлĕ пăхать. Çавăн пекех тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем те унăн хÿтлĕхĕнче пулаççĕ.
ЧР Уполномоченнăйăн Патăрьел районĕнчи представителĕ юнкунсенче 15 сех. пуçласа 17 сехетччен çак адреспа йышăнать: Патăрьел ялĕ, Мичурин урамĕ, 24, «Çăлкуç» реабилитаци центрĕ, т. 6-13-21.