АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев министр – районта

06 марта 2010 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çÿревпе Патăрьел районĕнче пулчĕ. Çÿрев тĕллевĕ – «Юрма» агрохолдинга кĕрекен объектсене çĕнетесси мĕнле пынипе паллашасси. Вĕсене Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн Стратегине кĕртнĕ.

Пăлакасси çывăхĕнче вырнаçнă унчченхи хуçалăхсем хушшинчи «Юрма» агрохолдинг никĕсĕ çинче 2008 çулта çĕнĕ инвестици проектне пурнăçлама тытăннă. Проект ячĕ: «Ăратлă 950 сысна ами усрамалли «Южный» тулли мар яваплă пĕрлешÿ».

Проект тăрăх унăн çулталăкра 9368 ăратлă сысна сутмалла, чĕрĕ виçепе 707 тонна сысна ашĕ хатĕрлемелле. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн ку сысна комплексне ĕçе яма Россельхозбанк çăмăллатнă инвестициллĕ кредит уйăрнă.

Сысна комплексне çĕнетессине Испанири «CAVENCO» фирма технологине тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Кунта сыснасене миçе уйăхрине кура ятарлă концентратсемпе тăрантармалла пулать. Механизаципе автоматизаци шайĕ те питĕ пысăк пулмалла. Çавна май продукци хăй хаклăхĕ чакса пымалла, объектăн экологи хăрушсăрлăхĕ ÿсмелле.

Агрохолдингăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх, объекта июньре – Республика кунĕнче ĕçе ямалла, мĕншĕн тесен уявăн хăш-пĕр мероприятийĕ Патăрьел районĕнче иртет.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Россельхозбанкăн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çĕнĕ çуртне тунă çĕрте те пулчĕ, ĕçсем мĕнле пынипе тĕплĕн паллашрĕ. Офис çуртне те Республика кунĕнче хута ямалла.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика