АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризмран хÿтĕленме хатĕр пулмалла

06 марта 2010 г.

Раççей Президенчĕ çулленхи Çырăвĕнче терроризма хирĕç кĕрешесси патшалăхăн чи кирлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Çавна май терроризма хирĕçле саккунсене мĕнле пурнăçласа пынине сăнавра тытасси прокуратурăн та чи кирлĕ ĕçĕ пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсен терроризма хирĕçле хÿтлĕхĕ мĕнле шайра пулнине тăтăшах тишкеретпĕр.

Кăçалхи февральте район прокуратури райадминистрацин гражданла хÿтлĕх пайĕпе, пушар надзор инспекцийĕпе, шалĕçпайĕпе, ведомство тулашĕнчи хурал пайĕпе пĕрле районта вырнаçнă топливăпа энергетикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене тĕрĕслерĕ. Мĕнле çитменлĕхсем-ха; 166-мĕш автозаправка станцийĕнче сыхлав ĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçламаççĕ. Терроризма хирĕç тăрассин паспорчĕ, видеосăнав, гражданла хÿтлĕх планĕ çук. Ку енсемпе яваплă çынсене çирĕплетмен, чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине вĕрентмен. 167-мĕш автозаправка станцийĕнче те çав ÿкерчĕкех.

Унсăр пуçне газ участокне, газ валеçекен станцие тĕрĕсленĕ. Вĕсенче автоматла пушар сигнализацийĕ, милицие васкавлă чĕнмелли хатĕр, видеосăнав системисем вырнаçтарман.

Район прокуратури çÿлерех асăннă организацисен ертÿçисене представленисем ярса панă, айăплисене дисциплина тĕлĕшпе айăплама ыйтнă.

Терроризмран сыхланас тĕллевпе чи кирлĕ объектсем малашне те прокуратура сăнавĕнче пулĕç, мĕншĕн тесен вĕсем хÿтлĕхсĕр пулни халăх пурнăçĕпе çыхăннă пысăк инкексем патне илсе пыма пултарать.

Ю. ФУРАЖНИКОВ,

Патăрьел районĕн прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика