АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыннисем тĕрлĕ, шухăшĕ – пĕрре

06 марта 2010 г.

Вĕрентекен кирек хăçан та хисеплĕ, ыттисенчен çÿллĕрех картлашкара тăракан çын пулнă. Интеллигенцин çак пайне халĕ те çаплах тесе шутлатăп. Ахальтен мар-тăр Раççей Президенчĕпе Чăваш Ен Президенчĕ йышлă «çарăн» пĕлтерĕшне вырăна хурса кăçалхи çулталăка Вĕрентекенсен ячĕпе пачĕç.

Первомайскинчи вăтам шкул паян районта чи пысăккисенчен пĕри шутланса тăрать. Чи кăсăкли вара учительсен 60-70 проценчĕ çак шкултан вĕренсе тухнисем: Л. Гу-сева, С. Ефремова, Е. Степанова, И. Матюшкина, В. Зорина, В. Никитин, В. Ефремова, Н. Янаслова, Е. Кондратьева тата ытти те. Çемьеллисенчен Николаевсем, Чернышевсем чылай çул ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Çак шкулта ĕç династине ламран лама куçарса пыракансем те йышлă. Чернышевсен çемье йăхĕн педагогика стажĕ 150 çула çывхарать. Юхмапа Пăла тăрăхне кăмăлласа Куславккаран качча килнĕ биологи учителĕ Л. Чернышева çĕнĕ çĕрте ĕç стажне пикенни 26 çул. Унăн мăшăрĕ, Вячеслав Софроновичăн ĕç стажĕ те çавăн чухлех пуçтарăнать. Вăл та биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă. В. Чернышевăн йăмăкĕ Надежда Софроновна Квасова, Çĕньяла качча кайнăскер, каллех çак предметпа 31 çул вĕрентет. Унăн мăшăрĕ те педагог, вырăс чĕлхипе литература учителĕ. Ывăлĕ вара физкультура учителĕ пулма хатĕрленет.

– Тĕрĕссипе, пирĕн шкулта та, килте те, хăнара та яланах пĕр темăллă калаçу: вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсемпе усă курасси, аслă та сывă ачасем хатĕрлесси, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси. Пĕр енчен вăл ла-йăх, анчах тепĕр енчен пăхсан йăлăхтарать те. Пирĕн хушăра тухтăр е инженер пулсанах калаçу урăх еннелле куçма пултарать-çке, – ăшшăн каласа парать учительсен пурнăçне Л. Чернышева педагог.

Шкул директорĕн ачасене воспи-тани парас енĕпе ĕçлекен çумĕн Э. Алиуллован йăх-несĕлĕнчи çывăх çыннисен педагогика стажĕ вара тата ытларах: 300 çул ытла! Учитель профессине ламран лама куçаракансем темиçемĕш сыпăка та çитнĕ. Вĕсен каллех тĕп тымарĕ çак шкултанах пуçланнă. Пахомовсем – Кузьминсем ытларах гуманитари науки еннелле туртăннă. Вĕсем хушшинче чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисене, истори, кĕçĕн классене вĕрентекен учительсем пур. Паян вара аслă Пахомовсен ырă пуçарăвне вĕсен мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Çамрăксем каллех пулас филологсем.

– Эпир вара, кĕрекене чăн-чăн чĕлхеçĕсем пĕрле пуçтарăнсан, гуманитари ăслăлăхĕн ыйтăвĕсем пирки калаçса пушанаймастпăр. Калăн, пирĕншĕн урăх тĕрлĕ сăлтав çук. Апла пулин те пиртен кашнийĕ хăйĕн профессине юратса, килĕштерсе суйласа илнĕ, – яланхиллех ăшшăн йăл кулса каласа парать 300 çул ытла педагогика стажĕ пухнă çывăх тăванĕсем пирки Эльвира Михайловна.

Çĕр çинче кашни професси хăйне евĕр ăрасна, кăсăклă. Ачан пуласлăхне пысăк витĕм кÿрекен педагогсем вара чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри темелле. Çакна Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнисем ĕç династине темиçе çĕр çула çити тăсса пыни те çирĕплетсе парать.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика