АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИВАН ХИТРОВ ПАРНИСЕМШĕН

06 марта 2010 г.

Иван Хитров парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен йăлана кĕнĕ турнир кăçал та иртнĕ çулхи пекех «Паттăр» спорткомплексăн спортзалĕнче иртрĕ. Турнира пурĕ тăхăр команда пуçтарăнчĕ. Судьясен коллегийĕ вĕсене виçĕ ушкăна пайласа выляттарчĕ. «А» ушкăнра ПУ-7, Сăкăт ял администрацийĕн тата «Паттăр» спорткомплекс командисем пулчĕç, «Б» ушкăнра Туçа, Пашьел ял администрацийĕсен тата районти Перекет банкĕн командисем тупăшрĕç, «В» ушкăнра вара «Батыревский» уçă акционерла общество, Алманчă ял администрацин команди тата «ТПК «Шыгырданы» командăсем вылярĕç. Вăйăсем питĕ интереслĕ те çивĕч иртрĕç. Командăсем пурте тенĕ пекех пĕр-пĕринчен выляса илсе, кашни мечĕкшĕн çине тăрса, хăйсен мĕн пур пултарулăхне парса вылярĕç. Спортзал курма пуçтарăннă халăхпа кĕрлесе анчах тăчĕ. Виçĕ ушкăнри командăсем хăйсен хушшинче пĕр-пĕринпе вылянă хыççăн, финалта выляма çаксем ирĕк çĕнсе илчĕç: «ФСК «Паттăр», «Батыревский» уçă акционерла общество, Пашьел ял администрацийĕн «Баиш» команди. Çак виçĕ команда хăйсен хушшинче пĕр-пĕринпе вылярĕç. Чи вăйли вара «Батыревский» уçă акционерла обществăн команди пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта «ФСК «Паттăр» команда, виççĕмĕшĕнче «Баиш» команда.

Юлашкинчен судьясен коллегийĕ тăватă номинацинче камсем çĕнтернине палăртрĕ. Турнирта «Чи лайăх вылякан» ята «Батыревский» уçă акционерла обществăн командин выляканĕ С. Маков тивĕçрĕ. «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята «ФСК «Паттăр» командăри Д. Абитов, «Чи лайăх пас пара-кан» ята «Туçа» командинчи Н. Сеприханов, «Чи лайăх тапăнакан» ята «Баиш» командинчи В. Ваньков çĕнсе илчĕç. Вĕсене 70-мĕш çулсенче Иван Федоровичпа пĕрле выляса республика чемпионĕн ятне темиçе хутчен те çĕнсе илнĕ юлташĕсем, А. Долгов, В. Бородкин, Р. Сафиуллов, Н. Козлов, В. Козлов, Е. Долгов саламларĕç, хăйсем пекех республикăри ăмăртусенче çÿлти шайра пулма сунчĕç.

Районăн пĕрлештернĕ команди чылай çул ĕнтĕ республика шайĕнчи ăмăртусенче çÿлти шайра пулаймарĕ. Çакă, паллах, районти физкультурăпа спорта аталантарассишĕн ĕçлекен ертÿçĕсене шухăшлаттармаллах. Ăмăртусен вăхăтĕнче командăсене ют районтан илсе килнĕ вылякансемпе «пуянлатнипе» ра-йонта волейбол спорчĕ нихăçан та кирлĕ шайра аталанаймасть. Командăсен ертÿçĕсемпе пĕр чĕлхе тупса, çанна тавăрса ĕçлесен анчах лайăх енне мĕнле те пулсан улшăну пулатех тесе шутлатăп.

В. БОРОДКИН,

волейбол спорчĕн ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика