06 марта 2010 г.
Çак кунсенче Тутар Сăкăт шкулĕн спортзалĕнче Р. Куликов воин-интернационалиста асра тытса тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха тăвакан П. Иванов, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Хасянов, воин-интернационалистсем, спорт ветеранĕсем, ытти ял тăрăхĕсенчи спортсменсем хутшăннă.
Кĕрешекенсенчен аслисем хушшинче Тутар Сăкăтĕнчи М. Валеев çĕнтерÿçĕ пулнă. Паттăра пĕртăван Валиулловсем çемçе сĕтел-пукан, вилнĕ салтакăн пиччĕшĕсем Решитпа Рамиль Куликовсем пылесос парнеленĕ. Аслă классем хушшинче вара Р. Абянов хаклă парнене тивĕçнĕ.
Тутар Сăкăтĕнче çак сăлтавпа спорт уявне ирттересси йăлана кĕнĕ.
А. НИКОЛАЕВА.