АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂç ИЛЕМĕ – ЮРАТНĂ ĕçРЕ

06 марта 2010 г.

Хула шайĕнчи евĕр туса лартнă Шăнкăртамри виçĕ хутлă шкула савăк кăмăлпа кĕтĕмĕр. Коридорĕ анлă, кабинечĕсем аслă, пысăк, çутă, ăшă кунта. Ял условийĕнче çакнашкал вĕренÿ çурчĕ ÿссе ларни кама савăнтармĕ. Çакăншăн çитĕнекен ăру та, педагогсем те кăмăллă. Услови тивĕçтернине кура вĕренес те, ĕçлес те килет, паллах. Тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Ишмуратова ачасем тăван чĕлхене мала хурса вĕренме пултарнишĕн хĕпĕртет. Олимпиадăсем ирттереççĕ, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Район тулашĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ тата ытти те. Халăхăн наци традицийĕсене те манăçа кăлармаççĕ. Çакăнта Сания Мевлетовнăн тÿпи те пур. Педагог шкулта 26 çул ĕçлет.

Класра шăп. Тăххăрмĕшсемпе çĕнĕ тема вĕренеççĕ. Çакăн пек чухне шăна вĕçни илтĕнет теççĕ. Доска умĕнче Д. Юнисова предложенисем çырать. Уншăн йывăрлăх кÿместех. Икĕ çул умлă-хыçлах вăл республикăри олимпиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Р. Ишмуратова воспитанникĕсем республика тулашĕнчи 21 регионтан хутшăннă олимпиадăра та пĕрремĕш вырăнпа савăнтарнăччĕ.

Ĕçлес тесех ĕçлесен çитĕнÿ тума пулать иккен. Сания Мевлетовна шкулти драма кружокне ертсе пырать. «Çивĕч перо» пĕрлешĕве çÿрекенсем çырас ăсталăха хăнăхаççĕ. Акă, И. Пазюкова хайлавĕсем районти «Авангард» хаçатра тăтăшах кун çути кураççĕ.

Тăван чĕлхене юратмашкăн вĕрентме пачах та çăмăл мар. Шкулти уроксем ытларах вырăсла иртеççĕ. Апла пулин те кăмăлне хуçмасть педагог. Тĕрлĕ мероприяти сахал мар ирттерет. Тутар писателĕсен юбилейĕсене палăртмасăр хăвармастех. Уçă уроксем йĕркелет. Çынсен ĕç ăсталăхне вĕренес тĕлĕшпе ĕçлет. Мускавра наукăпа практика семинарĕнче пулчĕ вăл. Унти музейсене çÿрерĕ. М. Джалиль ячĕпе хисепленекен шкула çитрĕ тата ытти те.

Тутар чĕлхипе литература эрнисене пурне те явăçтарма тăрăшать С. Ишмуратова. Сочиненисен конкурсĕсене хутшăнтарать. Сăвă вулакансен фестивалĕсене ирттерет.

Ĕçлес тесе ĕçлемелĕх йыш та пур шкулта. 346 ача вĕренет кунта. Пĕрисене пĕр-пĕр писателĕн интереслĕ кĕнекине килте вулама сĕнет. Унтан конференци ирттерет. Сăнав сочиненийĕсем те чĕлхене пуянлатма пулăшаççĕ. Хăй те çырас ĕçе мала хурать. Шупашкарта пичетленсе тухнă «Инновации в теории преподавания гуманитарных дисциплин» кĕнекере унăн статйи вырăн тупнă.

Иртнĕ çул республикăра «Дух народа в сердце моем» презентацине пăхса савăнтарчĕ педагог. Сертификата тивĕçсе компьютер, мультимедипроектор илни те чыслă. Раççей Президенчĕн грантне илни ĕçе хаклани мар-шим тата; Вĕрентÿ министерствин, Тутарстан республикин йышлă грамотисене тивĕçнĕ Сания Мевлетовна.

Класс ертÿçи те вăл. 19 вĕренекенрен улттăшĕ «пиллĕк» паллăсем çеç илеççĕ. Класпа класс хушшинчи мероприятисене хастар хутшăнаççĕ пиллĕкмĕшсем.

Хăйĕн çитĕнĕвĕпе килĕшсех ларасшăн мар С. Ишмуратова. Мускаври пĕр шкулти 75 çула çитнĕ ертÿçĕ коллективĕнче пулса курни канăç памасть ăна. «Мĕн чухлĕ пуçарулăх унра. Çулне кура мар вăй-халĕ тапса тăрать. Пирĕнпе тĕл пулнă хушăра та пĕрчĕн-пĕрчĕн сăрхăнса тухакан ĕç мелĕн методикине ăшне хывма пултарчĕ», – тет.

Районти учительсен конкурсĕсене явăçать Сания Мевлетовна. Ку енĕпе призлă вырăнсене йышăнать. Уроксенче компьютерпа усă курать. Интерактивлă доска та ĕçре çăмăллăх сахал мар кÿнине палăртать.

Чысĕшĕн те чапĕшĕн çунмасть педагог. Ачасен пĕлĕвĕшĕн тăрăшать. Выпускниксем хушшинче педагог профессине кăмăлланисем те пайтах. «Чи пахи вара аслă ăрăва хисеплеме пĕлни, пурнăçра хăйсем вырăнне тупма пултарни», – тет. Çакăнтан ытла мĕн кирлĕ-ха тата учителе;

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика