АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен – пуласлăх никĕсне хывакан

06 марта 2010 г.

Çĕньялти вăтам шкулта вĕренекен ачасен пĕлĕвне хаклакан мониторинг умĕнче тăратăп. Учительсен сăмахне тимлĕ тăнлакансен балĕсем палăрмаллах пысăк. Вĕренÿре юлхавланма пăхаканнисен сахалрах. Мĕн тăвас тейĕн. Кам вĕренессипе, кам ĕçлессипе, виççĕмĕшĕ спортра хăйне кăтартмасть-и-ха; Кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн ывăл-хĕрне шкула ăс пухма ярать-çке.

Пĕрремĕш класа кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 6 ача килнĕ. Йышлăн мар, паллах. Вĕсене пĕлÿ çулĕпе Н. Ершова учительница утма пулăшать.

– Демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăнасшăнах мар çав пирĕн енче. Малтанхи выпусксенче класра 20-22-шер ачаччĕ. Халĕ çулсерен чакса пырать, – тет Наталия Павловна.

Педагогика анинче вăй хума пуçлани унăн виççĕмĕш теçетке çине кайрĕ. Кĕçĕн класри ачасемпе тăватă çул ĕçленĕрен хăй выпускĕнчи кашнийĕшĕ çывăх ăна.

– Аттестат илсе шкулпа сыв пуллашнисем те манмаççĕ. Выпускниксен каçĕсене, уявсене килсе çÿреççĕ. Шкулти пуçламăш класра хунă вĕренÿ никĕсĕ çирĕп пулнине палăртаççĕ, – сăмаха малалла тăсать Н. Ершова.

Ĕçĕн кăтартăвĕ пултăр тесе тăрăшать педагог. Маларах пĕрле вăй хунă А. Ягудина, И. Аксакова ĕç ветеранĕсенчен нумай ырă канашсем илнине палăртать.

Тăватă çул умлă-хыçлах чи лайăх класс ятне тивĕçет Н. Ершова вĕрентекен ушкăн. Ачасемпе урок хыççăн ĕçлеме те ÿркенмест вăл. Тĕрлĕ мероприятие явăçтарать. Айхи тата Сарпи вулавĕсен конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Интелектуаллă вăйăсенче палăраççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлехи кану сехечĕсем ирттереççĕ. Походсене тухса çÿреççĕ.

Математика кружокне ертсе пырать Н. Ершова. Çавна май ачасене тĕрлĕ олимпиадăна явăçтарать.

Наталия Павловна пĕрремĕш категориллĕ учитель. Ĕçшĕн вĕрентÿ министерствин, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисем пур унăн. Тав хучĕсем хулăнлатаççĕ портфолиона.

Асанне ята илтнĕ пулсан та çулĕпе çамрăк Н. Ершова. Ывăлĕпе кинĕ аслă шкулта вĕреннĕрен каникул вăхăтĕнче Тимофейпа ларма та майне тупать вăл.

– Кирек хăш професси те илĕртÿллĕ, – тет педагог. – Ĕçе юратса тусан вăл чуна çывăх. Анчах ун патне туртăнни кирлĕ.

Çапла ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ хистенипе аслă шкултан вĕренсе алла диплом илнисемех ĕçе вырнаçайманни сахал-им. Ытларах чухне пурнăç çулĕ çине тухакансене вырăнти тĕслĕхсене илсе кăтартма тăрăшать вăл. Н. Киркина мала хурать. Аслă çар училищинче вĕренет вăл. Унран ăста специалист пуласса шанать.

Витĕмлĕ тĕслĕхсене килĕштереççĕ шкул ачисем. Вĕренÿсĕр малашлăх çуккине туяççĕ. А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика