АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăн çывăх тусĕ

06 марта 2010 г.

Сцена çинче сар кайăклăн саркаланса сăвă вулакан А. Табакова çине ăмсанса пăхатăп.

Вăл Хусанкай, тĕрлĕ автор сăввисен конкурсĕсенче 5-мĕш класрах çĕнте-рÿçĕ ятне илме пултарнă, 6-мĕшĕнче «Айхи вулавĕсем» конкурсра 3-мĕш, районти «Сарпи вулавĕсем» конкурсра 1-мĕш, 7-мĕ-шĕнче çак конкурсрах 1-мĕш вырăнсене йышăннă.

Вăлах 2007 тата 2008 çулсенче районта ирттернĕ «Анне чĕри» конкурссен çĕнтерÿçи. «Çеçпĕл кăвайчĕ – 2009» ача пăча поэзийĕн республика фестивальне хастар хутшăннă тата «Чи лайăх сăвă авторĕ» номинацире палăрнă.

Районта иртекен «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» наукăпа тĕпчев конференцийĕнче хастар хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Вĕренÿ отличници «Авангард», «Тантăш» хаçатсемпе, «Тетте» журналпа тачă çыхăну тытать. Пултаруллăскер пур çĕре те ĕлкĕрет. Вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала ăсталама та, предмет олимпиадисене хутшăнма та ĕлкĕрет. Ташă-юрăра та ăста. Спектакльсене хутшăнать.

Республикăра Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс» конкурса хутшăнса унчченхи Чăваш наци музейĕн директорĕн Э. Бахмисовăн аллинчен диплом илме тивĕçнĕ.

Раççейри «Адрес детства: Россия» конкурса хутшăнса пуканене чăваш тумĕ тумлантарса ярса панă.

Çавăн пекех Аня «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» тенине яланах асра тытать. Вăл библиотекăн чи çывăх тусĕ. Кунти пур мероприятие те хастар хутшăнать. Кирлĕ чухне сĕнÿсем парать. Тĕрлĕ жанрпа çырнă произведенисемпе паллашма тăрăшать.

А. КУЗНЕЦОВА.

Туçари библиотека ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика