АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Судьясем ĕçе пĕтĕмлетрĕç

12 марта 2010 г.

Патăрьел район судĕнче 2009 çулхи итогсене пĕтĕмлетес тĕллевпе канашлу иртрĕ. Унта район сучĕн, 1-мĕшпе 2-мĕш участоксенчи миравай судсен судйисем, судьясен пулăшуçисем хутшăнчĕç. Канашлăва Патăрьел район сучĕн председателĕ В. Елдратов ертсе пычĕ.

Канашлура ĕçе тĕрлĕ енлĕн пĕтĕмлетрĕç. Уйрăмах пăхса тухнă ĕçсен пахалăхĕ, улăштарнă е килĕшмен йышăнусем, вĕсен сăлтавĕсем пирки çивĕч калаçу пулчĕ.

Патăрьел район сучĕ 2009 çулта 76 уголовлă ĕç пăхса тухнă. 2008 çулта ку хисеп 83 пулнă. Пурĕ 16 уголовлă приговорпа килĕшмен. Пĕр приговора улăштарнă. Кашни судьяна уйăхне вăтамран 2,2 ĕç тивнĕ, республикипе – 2,9.

2009 çулта 813 гражданла ĕç пăхса тухнă, 2008 çулта – 885. Кашни судьяна уйăхне вăтамран 25,8 ĕç тивнĕ, республикипе – 14,6. 15 ĕçпе килĕшменнисем пулнă. Приговорсене çирĕплетнин кăтартăвĕ 86,7 процент, республикăра – 74,2.

Канашлура ĕçсене пăхса тухас енĕпе тата та ытларах вăй хума, пахалăха ÿстерме, çынсен саккунлă прависене çирĕп пăхăнма кирлине палăртрĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика