12 марта 2010 г.
Халăха компьютер вăрттăнлăхне алла илме пулăшас тĕллевпе йышăннă «Электронлă Раççей» программăна пурнăçа кĕртсе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта 8-11-мĕш классен ашшĕ-амăшне кăткăс техникăна вĕрентессине йĕркеленĕ. Аслă ăру та ăна начар мар хăнăхса пырать. Вĕсем малтанласа компьютерăн тытăмне, операци системине, стандартлă программăсене, текст пуçтармалли йĕркене алла илнĕ.
Шкулта вĕренекен ачасенчен 80 проценчĕн килĕсенче компьютер пулни те хăнăхăва ытларах çирĕплетме май парать. Паянхи куна çитмĕл ашшĕ-амăшне кăткăс техникăпа усă курма вĕрентнĕ.