12 марта 2010 г.
«Авангард» хаçатăн мартăн 3-мĕшĕнче пичетленнĕ номерĕнче «Халăхран кулаççĕ-ши;» статьяна хумханса вуларăм. Тĕрĕсех пăшăрханать В. Тихонов автор. Хальхи вăхăтра газ плитисене, кăмакисене техника тĕрĕслевĕ туса тăнăшăн питĕ хаклă илеççĕ. Пенси укçи çав шайра ÿсмен-çке, ĕç укçи те чылайăшĕн чакнă. Эпĕ хам та колхозра 18 çул газовик пулса ĕçлерĕм. Çакнашкал çăмăллăхсене пурне те тÿлевсĕрех пурнăçланă. Кирлĕ пулсан канмалли кунсенче те ĕçленĕ, анчах пĕр пус укçа та илмен.
Ман шутпа, çак шухăша пурте ырлаççĕ. Газ участокĕсен хăйсен организацине тытса тăрас тĕллевпе тарифсене хăмпă пек хăпартса ямалла мар. Ял халăхĕн çăмăллăхшăн тÿлемелли вăл çеç мар-çке...
И. ЕРОФЕЕВ. Ишлĕ ялĕ.