12 марта 2010 г.
Кăçалхи мартăн 7-8-мĕшĕнчи çĕрле Именкассинчи П.Д. Никифорова хуçалăхĕнче пушар тухнă. Ăна пула пурăнмалли çурт кĕлленнĕ, кил хуçи хăй те вутра вилнĕ.
Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: пушар тухнин сăлтавĕ – электрооборудованипе усă курмалли йĕркене пăсни. Хĕрарăм ăшăнас тĕллевпе электродуховкăпа усă курнă, ăна вара хăй çывăракан кравать айне лартнă. Нимĕнле криминал та çук.
Уйрăм çуртсенче пушарсем чылай чухне электричествăпа асăрханмасăр усă курнипе, электрооборудованисемпе усă курмалли йĕркесене пăснипе тухаççĕ.
Электроприборсене пула тухнă пушарсенче пурлăх çеç мар, çынсем те пĕтеççĕ. Çакна кашнийĕн асра тытмалла, тимлĕрех пулмалла.
Д. ТАЗЮКОВ. Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи
следстви пайĕн аслă следователĕ.