12 марта 2010 г.
«Труд» хуçалăхра тĕп зоотехникра тăрăшакан, Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан М. Васильева пĕрремĕш хут курсанах питĕ тĕлĕннĕччĕ. Ун пек çын пирки халăхра «вут та пăрăç», теççĕ. Вăл пĕр минут та ĕçсĕр, пушă тăраймасть пуль. Яланах таçта васкать, мĕн те пулин тумалла унăн. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр нихăçан та лăпланмасть, вута-шыва кĕрсен те пурнăçлатех. Яваплăх туйăмĕ те унăн пысăк.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн М. Васильев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине (ун чухне институт пулнă) агронома вĕренме кайма шухăшлать, анчах ку профессине алла илме пÿрмен ăна. Направлени çуккипе зоотехниксене хатĕрлекен уйрăма заявленине хăварать.
– Пĕрремĕшпе иккĕмĕш экзаменсене «5» тата «4» паллăсемпе тытрăм, аттестатра та «3» çуккипе виççĕмĕшне кĕртмерĕç. Çапла студент пулса тăтăм. Халь хам зоотехник профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, мĕншĕн тесен эп ачаран выльăх-чĕрлĕхе юрататăп, – тет Михаил Васильевич.
1990 çулта аслă шкултан вĕренсе тухать, «Труд» хуçалăха ĕçе вырнаçать. Çавăнтанпа кунта пĕр улшăнмасăр вăй хурать. Унтанпа, ав, çирĕммĕш хут çуркунне килет. Йывăрлăхĕсем те, çитĕнĕвĕсем те пулнă çак тапхăрта, анчах нихăçан та пуç усман. Тĕнчене экономика кризисĕ ярса илсен те хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме пултарнă.
– Эпĕ пĕр пĕччен ĕçленипе малалла кайма çук. Хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов та пире ăнланса пулăшса пырать. Çавăн пекех ĕне, сысна фермисенче те коллектив питĕ лайăх. Хуть хăш ĕçе тытăнсан та яланах пĕрле. Чулхуларан витаминлă хутăша хамах турттаратăп, миçере çитсен те мана кĕтсе тăраççĕ, пĕрле пушататпăр, – калаçăва малалла тăсса пĕлтерет М. Васильев. Михаил Васильевич май пур таран хăй те пулăшма тăрăшать. Транспортер çĕмĕрĕлнĕ-и е шыв пăрăхĕ шăннă – пуринпе пĕр тан вăй хурать. Кăлтăка сирмесĕр ниçта та каймасть, юсав пайĕсене те хăйех тупать.
Зоотехникăн тăрăшулăхне пулах фермăсенче выльăхсен ăратне çĕнетсех тăраççĕ. Унччен ытларах ĕнесен хура-шурă ăрачĕпе ĕçленĕ, халь симменталь ăрата ĕрчетсе ярассишĕн тимлеççĕ. М. Васильев Воронеж облаçне хăй кайса пушмак пăрусем илсе килнĕ.
Унччен сыснасем çуллăрах пулнишĕн хĕпĕртенĕ пулсан, паян какайлăраххи кирлĕ. Унсăрăн сутма та йывăр, хакĕ те çук. Михаил Васильевич çакна шута хурса хуçалăхра ландрас тата йоркшир ăратсене пĕрлештерсе шăпах халăх ыйтакан продукци çитĕнтерттерет. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти предприятисем сысна какайĕн чĕрĕ виçин пĕр килограмне 60-70 тенкĕпе сутнă чухне кунтан 80 тенкĕпе те туяннă.
– Выльăхсене эпир технологие пăхăнса çитĕнтерме тăрăшатпăр. Паянхи саманара унсăрăн май та çук, – тет М. Васильев.
«Труд» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕн ĕç-хĕлĕпе районти АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай зоотехникĕ Г. Салмина та кăмăллă.
– Пур хуçалăхра та М. Васильев пек специалистсем пулсан, выльăх-чĕрлĕх те чакмастчĕ, витесем те пушанмастчĕç, – тет Галина Михайловна.
Çын мĕнле пуласси ачаран паллă, теççĕ. Михаил Васильевич çакăн пек ĕçлĕхлĕ те яваплăха туйса çитĕннинче ашшĕпе амăшĕн тивлечĕ пысăк. Василий Петровичпа Ирина Гавриловна иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухичченех «Труд» хуçалăхра вăй хунă, ачисемшĕн тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ В. Васильев «Труд» колхозăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ» ята тивĕçнĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ вĕсен ырă ятне малалла тăсаççĕ, хуçалăхрах тăрăшаççĕ. Михаил Васильевичăн аппăшĕ, Галина Васильевна Григорьева, «Труд» кооперативăн тĕп бухгалтерĕ. М. Васильевăн сăнне хуçалăхăн «Хисеп хăминче» курма пулать.
Васильевсен килĕнче паян виçĕ сыпăк ки-лĕштерсе пурăнаççĕ. Михаил Васильевичăн мăшăрĕ, Ольга Сергеевна, Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Вĕсем икĕ ача, хĕрпе ывăл ÿстереççĕ, пĕчĕклех ĕçе юратма хăнăхтараççĕ.
О. ПАВЛОВА.