АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уголовлă майпа айăплассинче – çĕнĕлĕх

12 марта 2010 г.

2009 çулхи декабрĕн 27-мĕш тата 2010 çулхи январĕн 10-мĕшĕсенчи Федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн, Кодексра уголовлă майпа айăплассинче çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Вăл çынсене ирĕкрен хăтарассинчен чарассипе çыхăннă. Районти 24-мĕш уголовлă инспекци начальникĕ Н. Кошкин вулакансене кĕскен çак çĕнĕлĕхпе паллаштарать:

– Çак айăплав ирĕкрен хăтарассипе çыхăннă айăплавăн альтернативлă тĕсĕ шутланать. Вăл судпа айăпланнă преступника çакăн пек йĕркесене пăхăнма ыйтать: килтен палăртнă вăхăтра тухса кайма, ташă каçĕсене хутшăнма, каçхи клубсене тухма, хăй пурăнакан вырăнтан тухса кайма, массăллă мероприятисене хутшăнма, пурăнакан вырăна, ĕçе е вĕренĕве уголовлă ĕç тăвакан инспекципе килĕшмесĕр улăштарма юрамасть. Унсăр пуçне суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн айăпланакан уйăхне 1-4 хутчен инспекцине килсе регистрациленмелле.

Пирĕн инспекторсем судпа айăпланă çынсем патне кирек хăш вăхăтра та (çĕрлесĕр пуçне) вăл килте хăйне мĕнле тытнине тĕрĕслеме е хăйсем патне чĕнсе илме пултараççĕ.

Кодексра палăртнă айăплавăн çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк тата вăтам шайра преступлени тăвакансене икĕ уйăхран пуçласа тăватă çулччен айăплаççĕ. Çын вĕлерессипе çыхăннисем ирĕкрен тухнă хыççăн вара пирĕн инспекцинче икĕ çул шутра тăраççĕ. Эпир вĕсене тĕрĕслесе, тимлĕхре тытса тăратпăр.

А. НИКОЛАЕВА

çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика