АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар – пысăк инкек

12 марта 2010 г.

Кăçалхи хĕл ыттисенчен чылай сивĕрех пулчĕ. Çавна пулах пушарсен шучĕ те ÿссех пычĕ. Кăрлачпа нарăс пуçламăшĕнче çеç пирĕн пушарниксем 13 хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн тăчĕç. Инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Вĕсенчен анлă сарăлни – электрооборудованипе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Мунча кăмакине виçесĕр хĕртсе янăран е вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран пушар тухнă сăлтавсем те сахал мар. Шартлама хĕл кунĕсем хыçра пулин те, сиввисем кайма васкамаççĕ-ха. Çавăнпа та инкекрен асăрханмалли йĕркесене пăхăнса шыв илмелли вырăнсем патне каякан çула ăнăçлă пăхса тăмалла, каснă ваксене шăнасран хупламалла. Ялти урамсене те юртан тасатмалла, телефон çыхăнăвĕн юсавлăхне асăрхасах тăмалла. Инкек сиксе тухнине сиссенех ял, урам ятне, çурт номерне, хăвăрăн хушаматăра тата телефон номерне каламалла. Кĕсье телефонĕпе «112» номерпе тÿлевсĕрех шăнкăравлама пулать. Вăхăтра асăрханă инкеке парăнтарма та çăмăлрах.

Н. СЕЛИВАНОВА,

пушар хуралĕн

инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика