17 марта 2010 г.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынипе Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă. Ларура кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнчи культурăллă, обществăллă мероприятисен планне пăхса тухса çирĕплетнĕ.
Унсăр пуçне спорт мероприятийĕсем те пулмалла. Патăрьелĕнчи çĕнĕ стадионра июнĕн 24-25-мĕ-шĕсенче ялти спорт вăййисем, «Солнечная» уçланкăра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртĕç.
Ларура Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствин, Чăвашпотребсоюзăн представителĕсемпе пĕрле уява килекен хăнасене суту-илÿ тата обществăллă апатлану енĕпе тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явса, тивĕçлĕ йышăну тунă.
(Хамăр корр.).