17 марта 2010 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн юратнă пичет кăларăмĕ пулса тăнă «Авангард» хаçатшăн физкультурăпа спорт, сывă пурнăç йĕрки ют мар. Кашни номертех çак темăпа çырнă материалсем вырăн тупаççĕ. Кунта, паллах, обществăлла корреспондентсен тÿпи те пысăк.
Пирĕн ĕçе республика шайĕнче те хакларĕç. 2009 çулта массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче физкультурăпа спорт, туризм ыйтăвĕсене çутатас енĕпе йĕркеленĕ конкурсра «Авангард» хаçат хула тата район хаçачĕсем хушшинче лауреат ятне çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех çак номинацире пирĕнпе пĕрле Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» тата «Чебоксарские новости» хаçатсем те Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт, туризм министрĕнчен А. Николаевран Дипломпа парнене тивĕçрĕç.
Ку сумлă чыслав хаçатçăсен çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн çитĕнĕвĕ те.
З. АЛЕКСАНДРОВА,
«Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ.