20 марта 2010 г.
Хĕллехи кунсем часах парăнасшăн мар пулин те урамра çуркунне çитни палăрать. Пĕтĕм тĕнче вăраннă чухне вара ял çыннишĕн авăнса ĕçлемелли пайтах. Ахальтен мар ĕнтĕ черетлĕ Информаци кунĕнче тĕп калаçу республикăри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине йĕркелесе ирттерес, усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе çыхăннă ыйту тавра пулчĕ. Унсăр пуçне çуркуннехи тĕп ыйтусенчен пĕри – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлама хатĕрленсе ирттерсе ярасси. Информаци кунне хутшăннисен ушкăнĕсем вырăнсенчи халăхпа тĕл пулчĕç, вĕсене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕç.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов ЧР Шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕпе В. Яковлевпа Тутар Сăкăт ял тăрăх ĕçченĕсемпе, вăтам шкулти вĕрентекенсен коллективĕпе, мечĕте çÿрекен аксакалсемпе тĕл пулчĕç, ял çыннисене хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Ватă çынсемпе ашшĕ-амăшĕ тĕл пулура Тутар Сăкăтĕнче тепĕр çĕнĕ мечĕт тăвас, шкул çуртне çĕнетес пирки сăмах пуçарчĕç.
ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. Скворцов ертсе пыракан ушкăн Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнче пулнă.
Район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р. Селиванов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ф. Майорова, Чăваш Республикин Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В. Лященко, Патăрьел ял пуçлăхĕ А. Ялуков район центрĕнче пурăнакан Д. Федоськин, А. Суйманов вăрçă ветеранĕсен килĕсене çитрĕç, вĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул» медале парса чыс турĕç.
– Юбилейлă медале пирĕн районĕпе 2259 ветеран тивĕçет. Вăл шутра вăрçă ветеранĕсем 130-ăн. Сире сывлăх, пысăк хавхалану, канлĕ ватлăх сунатăп. Сирĕн умра эпир пуриншĕн те тав туса пуç таятпăр, – терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ветерансен кăкри çине юбилейлă медале çакса янă май.
Пĕтĕмĕшле илсен районта вăрçă ветеранĕсемпе тыл паттăрĕсене, салтак арăмĕсене çакнашкал медальпе чысласси вĕçленсе пырать. Хальхи вăхăтра чыслав Шăнкăртам, Патăрьел, Сăкăт ял тăрăхĕсенче çеç юлнă.
А. ЕГОРОВА.