20 марта 2010 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче виçĕ ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕри – Турханти вăтам шкулта аслă класра вĕренекен арçын ачапа çыхăннă. Милици сотрудникĕсем ăна каçхине вунпĕр сехет çитеспе Анат Тăрмăшри клуб çывăхĕнче тытса чарнă. Кăшт маларах вара вĕсем юлташĕсемпе сăра ĕçнĕ, Пĕтĕмĕшле йĕрке пуриншĕн те пĕрре. Йĕрке хурал-çисем çул çитмен ачана кирлĕ пек воспитани паманшăн ашшĕ-амăшĕ ячĕпе протокол çырнă. Комисси ларăвĕнче çак ĕçе пăхса тухнă, ашшĕ-амăшне штраф панă.
Çул çитмен ачасен каçхине вунă сехет хыççăн урамра çÿреме юраманнине пĕлсе тăрсах çакнашкал тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ-ха. Ку тĕлĕшпе шкулсенче те, вырăнсенче те профилактика ĕçне вăйлатмалла.