20 марта 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ĕçлĕ çÿревпе Вăрнар районĕнче пулнă. Чи малтанах вăл Калинино çывăхĕнчи шыв тасатакан çĕнĕ сооружение пырса курнă. Ăна пĕлтĕр сентябрьте тума тытăннă. Çакăн валли 97 миллион тенкĕ уйăрнă. Президент рабочисен ĕç условийĕпе кăсăкланнă, специалистсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ун валли 4 оператор хатĕрлеççĕ.
Вăрнар поселокĕнчи «Александр» пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланнă Н. Федоров. «Рассвет» фабрикăн çичĕ çул каялла панкрута тухнă филиалĕ вырăнĕнче йĕркеленĕ ăна. Халĕ предприятие 32 ялтан 300 çын ĕçе çÿрет. Вун-вун тĕрлĕ çĕвĕ япали хатĕрлеççĕ вĕсем.
Ырă улшăну чылай пулин те Н. Федоров çитменлĕхсене те асăрханă, инноваципе çине тăрса усă курма сĕннĕ.