20 марта 2010 г.
Паян-ыран диплом илекен студентсемшĕн чи канăçсăр та пăшăрхантаракан ыйту – ĕç вырăнĕ тупасси. Экономика кризисне пула пур çĕрте те тенĕ пекех штатсене кĕскетеççĕ, çакă та çамрăк специалистсене шухăшлаттарать. Опытсăр, тин кăна вĕренсе тухнăскерсене ĕçе илес текенсем те сахалăн. Чăваш ял хуçалăх академийĕ хăйĕн студенчĕсене кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес тесе тăван районĕсене илсе тухса çÿрет. Пирĕн тăрăхри вăтăр ытла çамрăк та çак тĕллевпе района килсе кайрĕç. Вĕсене район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, «Южное» сысна комплексĕн директорĕ Ю. Кошкин çитес вăхăтра хута каймалли «Южное» сысна комплексĕнче кĕтсе илчĕç.
Комплексра хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать. Вун икĕ пин сысна вырнаçмалăх тăвакан хуралтăсене июнĕн пĕрремĕшĕ тĕлне хута яма, Республика кунĕнче уçма палăртнă. Унччен кунта специалистсем те илмелле. Пурĕ 10 тĕп специалист, экономист, тĕп бухгалтер, операторсем, цех начальникĕсем кирлĕ. Чылай ĕçе компьютеризацилеççĕ, çавна май ăслă техникăна лайăх ăнланакансен вырнаçас шанчăк пысăкрах.
Ю. Кошкин студентсене сысна комплексĕ мĕнле пулассипе тĕплĕн паллаштарчĕ, Испани технологипе ĕçлессине ăнлантарчĕ. Апата та кунта хатĕрлемеççĕ: хутăш çимене Улатăртан турттарса килме палăртнă.
Студентсемшăн кăсăкли, пĕлмелли нумай пулчĕ. Вĕсене ытларах ĕç вырăнĕ интереслентерчĕ. Пур çĕрте те тин вĕренсе тухнисене мар, опытлисене хапăл тунине палăртса каларĕç. АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков сысна комплексĕнче вăй хума шăпах çамрăксем, компьютера лайăх ăнланакансем кирлине, малашне специалистсем валли хваттерсем те тума палăртнине пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен ял хуçалăх академийĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕсемпе районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем тĕл пулчĕç. О. ПАВЛОВА.