20 марта 2010 г.
Кăçалхи икĕ уйăхра районта 5 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Вĕсенче 12 çын аманнă, 2 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан аварисен шучĕ 2 тĕслĕх чухлĕ чакнă, анчах аманнисем 3 çын ытларах.
Урăх çĕртен килнĕ транспорт айăпĕпе пĕр инкек шута илнĕ, 7 çын аманнă, 2 çын вилнĕ.
Çуран çÿрекенсем хутшăннипе 3 инкек пулнă, 4 çын аманнă.
Çул çитмен çамрăксен айăпĕпе пĕр авари пулнă, унта пĕр ача аманнă.
Урă мар водительсем инкек туни çук. Çавăн пекех патшалăх автотранспорчĕн водителĕсем те йĕркене çирĕп пăхăннине палăртмалла.
Асăрхаттаруллă мероприятисем ирттересси ГИБДД уйрăмĕн яланхи ĕçĕ шутланать. Вĕсем вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăснă 1375 водителе тупса палăртнă, вĕсенчен 22-шĕ хĕрĕнкĕ пулнă. Икĕ уйăхра пурĕ 5 рейд, 4 операци ирттернĕ. Вĕсенче 286 çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн тытса чарнă, 7 водитель урă мар пулнă.
Çул çинче çÿремелли йĕркесене водительсен те, çуран çÿрекенсен те çирĕп пăхăнмалла.
А. ПЕТРОВ, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.