АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кăтартăвĕ пирĕн те пурах

20 марта 2010 г.

Юлашки çулсенче вĕренÿ системинче пуçланнă реформăна хутшăнса районти географи учителĕсен методика пĕрлешĕвĕ çирĕп утăмсем туса пырать. Э. Емельянова вĕрентÿ пайĕн методисчĕ, çак ушкăнăн руководителĕ В. Башмаков тăрăшнипе ассоциаци членĕсем республика шайĕнче ирттерекен семинарсене, фестивальсене тата ытти мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.

Тăвай районĕнче ирттернĕ «География в школе: ярмарка идей», çавăн пекех Шупашкар хулинчи 4-мĕш гимназири «Чи лайăх географи урокĕсем» фестивальсенче пултăмăр. Тĕп хулара республикăри IV географи фестивалĕн анлă программи кăмăла кайрĕ. Уроксенче Чăваш Енĕн чи пултаруллă вĕрентекенĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем хушшинче Туçари вăтам шкул учителĕ Л. Карягин «Раççейри юхан шывсем» темăпа тĕпчев ĕçне кăтартрĕ. Çак фестивалĕн дипломне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Методика пĕрлешĕвĕ Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкулта Ф. Юнисова «Кăнтăр Америкăри çул çÿрев» темăпа 7-мĕш класра ирттернĕ уçă урока сÿтсе яврĕ, ăна лайăх хак пачĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче Канаш хулинче 11-мĕш тата 9-мĕш классем валли ирттернĕ экзаменсене 49 вĕренекен хутшăннă, пурин те «4» тата «5» паллăсем çеç.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче географи предмечĕн олимпиадинче районта Первомайскинчи вăтам шкул пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул – иккĕмĕш, Алманчăри тата Туçа шкулĕсем 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Республикăра ирттернĕ олимпиадăра та кăтартусем лайăх. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти Э. Ти-хонов 9-мĕш классем (учителĕ В. Карягин), Туçари А. Кошкин 11-мĕш классем хушшинче 3-мĕш вырăнсене (учителĕ Л. Карягин) йышăнчĕç.

А. Башмакова тата Н. Салмина республикăри туризмпа краеведенин уçă олимпиадине хутшăнса 3-мĕш вырăн илме тивĕçлĕ пулчĕç. Иртнĕ çу уйăхĕнче географи учителĕсем Йĕпреçри этнографи музейне, Пăрачкаври гипс кăларакан, çавăн пекех Улатăр хулинчи паллă вырăнсене çитсе курчĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Предметпа шкулсенче уроксем ирттермелли вĕренÿ бази те пуянланса пырать. Первомайскинчи, Турханти, Шăнкăртамри 2-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулсенче географи кабинечĕсенче хаклă йышши çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Çĕнĕ Ахпÿрт тата Аслă Чемен шкулĕсенчи географи кабине-чĕсенче компьютерпа мультиовидеосем лартнă.

С. ЕЛКИН,

Сăкăтри вăтам шкулти

географи учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика