20 марта 2010 г.
Шăнкăртам... Миçе çын унта, миçе çыннăн шăпи... Вĕсене пурне те шкул пĕрлештерет. Вĕренÿ çуртĕнчи нумай çулхи йăла-йĕрке кашни çыннăн пурнăçне паллă тапхăрпа кĕрсе юлать. Ача шкулта тĕллевлĕ пĕлÿ илнипе çеç çырлахмасть. Куллен аталанса пурнăç çулне палăртать.
Шкулта 43 учитель ĕçлет. Вĕсенчен 28-шĕ – çакăнтан вĕренсе тухнăскерсем. Тата 14-ăн наставникĕсем патне таврăнма ĕмĕтленеççĕ.
Вĕренекенсемпе те савăнмалăх пур. Кашнийĕ пурнăç çулĕ çине тăнă. Шкулта виççĕмĕш çул «Сан çыннусем, ял» кружок ĕçлет. Тĕрлĕ мероприяти ирттерет вăл. Професси карьеринче пысăк ÿсĕмсем тунисемпе тĕл пулусем йĕркелет. Вĕсене ашшĕ-амăшне, çемйине, вĕрентнĕ учительсемпе наставникĕсене чĕнет. Халиччен ялти предпринимательпе ООО «Булат» ертÿçипе Р. Абдулвалеевпа, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕпе Альбир хазрат Кргановпа, Раççей тава тивĕçлĕ строителĕпе, Ульяновск облаçĕн губернаторĕн советникĕпе Ф. Аюповпа тĕл пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн кафедра заведующийĕпе Э. Феизовпа, преподавателĕпе И. Купкеновпа, Хусан хула больницин хирургĕпе М. Купкеновпа, Елабугăри пединститут деканĕпе М. Нигматуллинпа, Р. Султеев, Р. Якушев преподавательсемпе çавра сĕтел хушшине ларма палăртнă. Çакнашкал тĕл пулусем хыççăн ачасем вĕренÿ патне тата ытларах туртăнма пултараççĕ.
Р. АЛЕЕВА,
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн
вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.