20 марта 2010 г.
«Кăçал хĕл сивĕ килчĕ, малтанхи шартламасенче юр та çукчĕ. Кĕрхисем нумай пĕтрĕç пуль. Технологине пăхăнса, вăхăтра акса хăварсан аптрамалла мар-ха та,..» – шухăшларĕ Аслă Чементе пурăнакан В. Медведев урамра кăшт уçăлса çÿренĕ хыççăн пÿрте кĕнĕ май. Хăй пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнăран паян та ака е вырма мĕнле иртсе пыни ăна канăçсăрлантарать. Çулла хире те тухкаласа кĕрет, хăйне 75-ри пек мар, 35 çулта чухнехи пек туять çак вăхăтра. Эх, миçе çухрăм утман-ши вăл кунта! Кашни кĕтес, лаптăк уншăн çывăх. Халĕ те Василий Михайлович уй-хир шăв-шавĕшĕн тунсăхлать.
1952 çулта Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухсан В. Медведев юлташĕсемпе Тула облаçне, стройкăна каять. Унтан салтак аттине тăхăнать. Асăнмалăх ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕ те пур: Ил-10 штурмовикăн радист-стрелокĕ, çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ çар чаçĕн ялавĕпе юнашар тăрать. 1959 çулта училищĕре вĕренсе анлă профессиллĕ механизатор удостоверенине илнĕ хыççăн тăван ялĕнче тракторпа тата комбайнпа ĕçлеме тытăнать. Шăпах хĕвелпе пĕрле тăрса хире васканă, сарă тулă пуссине вырнă чухне унра пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас, агроном пулас ĕмĕт тĕвĕленет. Çак шухăшпа хавхаланнă каччă 1961 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне (халĕ академи) куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Ăс пухнă хушăра та руль умĕнчен каймасть. Виçĕ курс пĕтерсен В. Медведев малтан агрономра, унтан комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшма пуçлать.
Аслă пĕлÿллĕ специалист пулнине ĕнентерекен диплома 1967 çулта илнĕ хыççăн Василий Михайловича институтра пĕрле вĕреннĕ «Знамя» хуçалăх ертÿçи И. Нягин хăйĕн патне агрономра ĕçлеме чĕнет.
Мĕн вĕреннине ĕçре çирĕплетет В. Медведев. Агротехникăна кирлĕ пек туса пыни, вăрлăх сорчĕсене çĕнетни тухăçра палăрма пуçланă. Тĕш тырă гектартан 22-26 центнертан кая тухман. Пахча çимĕç ытларах ÿстерме тытăннă, çавна май выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те лайăхланнă. Хуçалăх çулран çул тĕрекленсе пынă.
Çитĕнÿсемшĕн 1971 çулта колхоз председателĕ – Октябрьти революци, агроном Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ.
1973 çулхи февральте Аслă Чеменпе Тури Чакă халăхĕ В. Медведева «Путь коммунизма» колхоз тилхепине шанса параççĕ. Василий Михайловичшăн çĕр çывăрман каçсем, канăçсăр кунсем пуçланаççĕ.
Ял-йыш шанăçне тÿрре кăларассишĕн Василий Михайлович малтанхи ĕç опычĕпе нумай усă курать. В. Теплов агрономпа иккĕшĕ уй-хир тулли сарăлса ларакан анра çарăкпа пиçене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Агротехника йĕркисене çÿллĕ шайра туса пыма тытăнни, гербицидсемпе усă курни, пусă çаврăнăшне йĕркелени, тăпрана органика тата минераллă удобренисемпе апатлантарни çитĕнÿсем тума пулăшнă. 1974 çулта колхоз гектар пуçне 250 центнер çĕр улми çитĕнтернĕ.
1976 çулта Аслă Чеменсемпе Шăхачсем пĕрлешсе КПСС ХХV съезчĕ ячĕпе хисепленекен колхоз туса хураççĕ, председатель пулма В. Медведевах суйлаççĕ. Малалла ертÿçĕ Л. Павлов агрономпа ĕçлеме тытăнать. Кăтартусем кашни çул лайăхланса пыраççĕ, хуçалăхăн экономики тĕрекленет. Çавна май ялсенче те ырă улшăнусем пулаççĕ: телефон станцийĕпе радиоузел хута каяççĕ, газ плитипе усă курма тытăнаççĕ.
В. Медведев хуçалăх ертÿçинче 15 çул тăрăшать, çак тапхăрта колхозра 400 пуç ĕне-выльăх усрамалли комплекс, тырă, минераллă удобренисен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен скла-чĕсем, сиплев пункчĕ, колхоз правленийĕпе ял тăрăхĕн, учительсен тăватă хваттерлĕ çурчĕсем хута кайнă.
Тăрăшулăхне, ĕçе юратса пурнăçланине кура Василий Михайловича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тепĕр хут параççĕ, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
1988 çултан Василий Михайлович хуçалăхра тĕп агрономра вăй хума пуçлать, 1996 çулта тивĕçлĕ канăва каять.
Василий Михайлович мăшăрĕпе, Мелания Спиридоновнăпа (вăл 37 çул учительницăра вăй хунă), виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ, вĕсем те мăшăрланса атте-анне ятне илтнĕ.
Ялта паян та В. Медведев хисеплĕ çынсенчен пĕри, вăл хуть кама та пулăшма хатĕр. Унăн канашĕсем, сĕнĕвĕсем пуриншĕн те паха.
О. ПАВЛОВА.