АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунри улшăнусем

20 марта 2010 г.

Пурнăç малалла шунă май саккунсене те улшăнусем кĕртме тивет. Раççей Федерацийĕн Гражданла процесс кодексĕ те çĕнĕлĕхсемпе пуянланчĕ. Вĕсем 2010 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Уйрăмах «Подведомственность и подсудность» пайри улшăнусем халăха тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Хăш-пĕринпе паллашар-ха.

Миравай судьясем халĕ суд хушнипе приказ кăлармалли ĕçсене те пăхса тухма пултараççĕ. Ку шута шалу, алимент, налук шыраса илесси те кĕрет. Мăшăрсем уйрăлнă чухне ачисем пирки тавлашу сиксе тухмасан ĕçе миравай судьясемех татса параççĕ. Тавлашу сиксе тухса ăна район сучĕ пăхса тухать.

Мăшăрсем пĕрле пухнă пурлăх хакĕ аллă пин тенкĕрен иртмесен тавăçа миравай судьясем пăхса тухаççĕ, хакĕ пысăкраххисене – район сучĕ.

Ашшĕ е амăшĕ ятне кам илмелли тавлашуллă пулнине, ашшĕ камне палăртассине, ывăллăха (хĕр ачалăха) усрава илес тенине, çавăн пекех ачасем пирки тухнă ытти тавлашусене, ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарассине е правине чикĕлессине, мăшăрланнине пăрахăçлассине, еткерлĕхпе çыхăннă ĕçсене район сучĕ çеç татса пама пултарать.

Çавăн пекех район сучĕсем тăванлăх хутшăнăвĕсене палăртассине, еткерлĕхе илнĕ факта, право пуррине çирĕплетекен документсем камăн пулнине пĕлтерекен ĕçсене те пăхса тухаççĕ. Пенси тавлашăвĕсене татса парасси те, ĕçе каялла вырнаçтарасси те, еткерлĕх илмелли срока палăртасси те, куçман пурлăх харпăрлăх правипе çыхăннă тавăçсене татса парасси те районти суд тивĕçĕ шутланать.

В. ЕЛДРАТОВ,

Патăрьел районĕнчи суд председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика