АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ йĕркине пăснăшăн

20 марта 2010 г.

Çĕр-шыв ертÿçисем халăх ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç вирлĕрех кĕрешме тĕллев лартрĕç. Çавна май телевиденипе социаллă реклама нумайланчĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, тĕрлĕрен акци, мероприяти ирттересси ÿсрĕ, пысăк спорткомплексĕсем тăвасси, массăллă спорт мероприятийĕсем ирттересси çĕнĕ шая çĕкленчĕ.

Анчах та район прокуратури тĕрĕсленин итогĕсем кăтартнă тăрăх, ĕçке хирĕç кĕрешессине хăш-пĕр предприниматель шута илмест. Райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасен уйрăмĕпе прокуратура кăçалхи февральте ирттернĕ пĕр рейд вăхăтĕнче 18 çул тултарман çамрăксене сăра тата алкогольлĕ шĕвек, сигарет сутнă икĕ тĕслĕх тупăнчĕ. Раççей саккунĕсем вара 18 çул тултарман çамрăксене сăра, сигарет сутма чараççĕ. Çакна пăхăнманни административлă явап тыттарасси патне илсе çитерет.

Рейд итогĕсем тăрăх «Домашняя кухня» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн «Исеть» кафе ертÿçи, Л. А. уйрăм предприниматель, Патăрьел райповĕн Кивĕ Ахпÿртри «Куллен кирлĕ таварсем» магазинĕн заведующийĕ пирки административлă ĕçсем пуçарнă.

Е. ИВАНОВА,

район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика