20 марта 2010 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах иртеççĕ. Пневматикăллă пăшалтан пертернĕ тупăшу ачасен асĕнче юлĕ. Вăтам классем хушшинче I вырăна 8-мĕш «а» тухма пултарчĕ. II-III вырăнсене 6-мĕш «б», 6-мĕш «а» классем пайларĕç. «Лайăх перекен» ята А. Калмыкова, Ю. Ломаев, Д. Семенов, Т. Филиппов тивĕçрĕç. Аслисенчен I вырăна 11-мĕш «е» очко çумне очко хушса малалла талпăнчĕ. Вĕсенчен 11-мĕш «г» тата 10-мĕш «г» классем юлмарĕç. Нумай очко пухакансем хушшинче И. Мылов, И. Портнова, Н. Царев, Э. Тихонов палăрчĕç.
Вăтам классем хушшинче ирттернĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» эстафета класс ертÿçисене те тыткăнларĕ. Вĕренекенсем ăста ярăнма пĕлнине курса киленчĕç, хавхалантарса тăчĕç. Кунта 8-мĕш «б» класа çитекенни пулмарĕ. II-III вырăнсене 7-мĕш «а», 8-мĕш «а» классем пайларĕç. Юлашки çаврăма пурте пĕрле тăрса «Йĕлме йĕлтĕр – сывлăхшăн» – тесе ярăнса тухрĕç.
«Паттăр» спорткомплексра ишевçĕсен эстафетине ирттертĕмĕр. Кунта 25 тата 50 метрлă дистанцисенче ишмелле пулчĕ. «Лайăх ишевçĕ» ята Д. Семенов, Н. Иванов, А. Мулюков, Д. Поляков, С. Антонов, В. Царев, П. Васюткина, Н. Ляллина, К. Ялукова, Р. Филиппова, А. Маркова, Т. Константинова тивĕçрĕç. Вăтам классем хушшинче 7-мĕш «а», 8-мĕш «б», 8-мĕш «а» малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Аслисенчен 9-мĕш «б» класс командине парăнтараканни пулмарĕ.
Биатлон ăмăртăвĕ интереслĕ иртрĕ. Кунта пăшалтан тĕл перессине те шута илмелле пулчĕ. Мишене лектермен участникăн хушма çаврăм тума тиврĕ. 9-мĕш «б» класс командине çитекенни пулмарĕ (класс ертÿçи Л. Курманаева) II-III вырăнсене 10-мĕш «е» тата 11-мĕш «е» классем пайларĕç.
Çавăн пекех уйăхлăх вăхăтĕнче ирттернĕ «Айтăр-ха, каччăсем», «Мини футбол», «Шашка-шахмат» ытти спорт ăмăртăвĕсем асра юлчĕç. Мала тухнă командăсене шкул дирекцийĕ Хисеп хучĕсем пачĕ.
В. АНТИПОВ.